15 июня 2013 г.
Ял çынни хăйне сывлăх енчен япăх туйсан чи малтан район больницине мар, ялти фельдшер пунктне васкать. Кунта юн пусăмне виçеççĕ, чĕре мĕнле тапнине тĕрĕслеççĕ, укол тăваççĕ. Нĕркеç ялĕнче пурăнакансене вăхăтра сиплес тесе тимлет те Валентина Васильевна Карпова ĕçчен. Фельдшерпа акушер пунктĕнче вăл 31 çул тăрăшать. Килен-каяна нихăçан та пулăшу памасăр, сиплемесĕр кăларса ямасть. Унăн пулăшăвĕ уйрăмах кинемейсемпе мучисене кирлĕ. Килтен тухса çÿреймен чухне вĕсем патне Валя аппа (ăна ялта хисеплесе çапла чĕнеççĕ) кайса çÿрет, сывлăхĕсене тĕплĕн тĕрĕслет.
Хĕр Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкула пĕтерсен Пермь облаçĕнчи Соликамск хулинчи медицина училищинче вĕреннĕ.
— Вăл вăхăтра эпир унта чăваш хĕрĕсем йышлăн вĕрентĕмĕр. Чылайăшĕ тăван тăрăхрах ĕçе кÿлĕнсе кунтах тĕпленнĕ. Эпĕ те хулана каяс темерĕм, ялти медицина пунктĕнче ĕçе кÿлĕнтĕм. Фома Анисимович Логинов, вăрçă ветеранĕ, хисепе тивĕçнĕ фельдшер, Галина Семеновна Герасимова медсестра мана, çамрăк специалиста, кулленхи ĕçре нумай пулăшса, вĕрентсе пынă, — тет Валентина Васильевна. 31 çул тăрăшакан ĕçчен Янкассипе Нĕркеç ялĕсенче пурăнакан кашни çынна пĕлет.
Паянхи куна икĕ ялта 671 çын пурăнать. Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан 136 ачана та фельдшер хăй тĕрĕслесе тăрать.
— Ачасем — пирĕн пуласлăх, çавăнпа та вĕсене пысăк тимлĕхпе пăхатпăр. Икĕ ялĕпе паянхи куна çулталăка çитмен 5 пепке. Вĕсен сывлăхне кашни уйăхрах тĕрĕслетпĕр, вăхăтра прививка тăватпăр, унсăр пуçне килне кайса çÿретĕп.
Фельдшерпа акушер пунк-тĕнче ял çыннисен сывлăхне тĕрĕслеме пĕтĕм услови пур. Пÿлĕмсенче хăтлă та таса, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслеме ятарлă пÿлĕм уйăрнă. Çие юлнисем кунта тăтăшах килсе çÿреççĕ.
— Валентина Васильевна çынсем çирĕп сывлăхлă пулччăр, вăхăтра сипленччĕр, чире вăраха ан яччăр тесе ĕçлет. Килен-каяна пулăшу памасăр кăларса янине илтмен, яланах тарават кĕтсе илет. Акă, хăлха ыратнипе килтĕм те, вăл пăхсанах кăштах çăмăлланнă пек пулчĕ: тасатса илчĕ, эмел çырса пачĕ, — тет Раиса аппа.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"