АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ

15 июня 2013 г.

 

Çыннăн пурнăçĕнче медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалли самантсем чылай пулаççĕ. Чир-чĕртен сипленмелле-и, сывлăха тĕрĕслемелле-и, профилактика мероприятийĕсем ирттермелле-и — шурă халатлă ĕçченсем патне кайма тивет. Чылай çул сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнисене район çыннисем яланах ăшшăн аса илеççĕ, тĕл пулсан тав сăмахĕ каламасăр иртмеççĕ. Ĕçĕпе хисепе тивĕçнисенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан Александра Родионова. Вăл районти тĕп больницăра 20 çул ытла массажистра ĕçленĕ.

Шурă халатлă ĕçчен пулас ĕмĕт унăн çамрăк чухнех çуралнă. Çавăнпа та Комсомольскинче медицина сестрисене хатĕрлекен курссем йĕркеленине пĕлсен, вăл тÿрех унта çырăннă, сиплев ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăша хывма пикеннĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хурасси питĕ пысăк яваплăхпа çыхăннине кура çамрăк хĕр тăрăшса вĕреннĕ, профессие туллин алла илес тесе тимленĕ. Икĕ çултан курссене пĕтĕм «пиллĕк» паллăпа вĕçлесе Александра Ивановна больницăра ĕçлеме пуçланă.

Малтан вăл ача-пăча консультацийĕнче, лор-врач патĕнче, унтан флюорографи кабинетĕнче тăрăшнă. Массажист специальноçне алла илнĕ хыççăн вара ку енĕпе ĕçлеме куçнă. Ылтăн алăллăскер, хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çынна пулăшман-ши, ура çине тăратман-ши; «Хăш-пĕр чухне, питĕ аптăраса çитсен, киле те пыратчĕç, массаж туса яма ыйтатчĕç. Кун пеккисене нихăçан та хирĕçлесе тăман, хам пултарнă таран пулăшнă. Çынсен ыратăвне сиресси манăн тивĕç-çке вăл», — пĕлтерет Александра Родионова. Пысăк ăсталăхне, уçă кăмăлне пулах ĕнтĕ Шура аппана пурте хисеплеççĕ, вăл ĕçленĕ вăхăтсене ырăпа çеç аса илеççĕ.

Аслă категориллĕ массажист тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçне тÿрех пăрахман-ха, тепĕр 8 çул район халăхне усă кÿрес тесе тăрăшнă. Халĕ те, килте ларать пулсан та, ун патне пулăшу ыйтма пыракансем тупăнсах тăраççĕ. «Укол туса яма ыйтаççĕ те — килĕшетĕп. Çынсене яланах ырă тума тăрăшатăп», — тет Александра Ивановна.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика