АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнастирĕн чан вырăнĕ округра палăрнă

15 июня 2013 г.

 

Улатăрти Свято-Троицк мăнастирĕн чан вырăнĕ «Россия 10» проектпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ рейтингра Атăлçи федераллă округăн чи паллă 10 вырăнĕн шутне кĕнĕ. Июнĕн 5-мĕшĕ тĕлне уншăн 132 пин ытла хутчен сасăланă. Пурĕ Чăваш Енри 9 объекта конкурса тăратнă, çав шутра Шупашкар кÿлмекĕ, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ, Çĕрпÿри хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕ, СССР летчик-космонавчĕн А.Г.Николаевăн мемориал комплексĕ, Чăваш наци музейĕ, В.И.Чапаев музейĕ, Шăнкăртамри собор мечечĕ, «Присурский» заповедник.

Пĕрремĕш тапхăр июнĕн 30-мĕшĕччен пырать. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кашни округри чи паллă 10 вырăна палăртĕç. Иккĕмĕш тапхăрта Интернет тата СМС-сасăлав урлă 30 финалиста суйласа илĕç. Сентябрĕн 29-мĕшĕнче вара çĕнтерÿçĕсем паллă пулĕç. Вĕсем Мускав облаçĕнчи «Россия» ландшафт паркĕнчи миниатюрăсенче вырăн тупĕç.

Аса илтеретпĕр: сасăлав «Россия 10» проектăн сайтĕнче пырать. Унта кашниех кĕрсе хăйне килĕшекен вырăнсемшĕн сасăлама пултарать. 24 сехет хушшинче пĕр IP-адресран 3 хут çеç сасăлама май пур.

Пирĕн республика туризмшăн илĕртÿллĕ регионсен шутне кĕресси пирĕнтен, Чăваш Енре пурăнакансенчен, килет. Çавăнпа та сасăлава хастаррăн хутшăнар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика