АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейне ĕçре тупнă

15 июня 2013 г.

 

Мал ĕмĕтлĕ çын шухăшсăр, ĕмĕтсĕр пурăнмасть. Ырă ĕçĕпе хисепе тивĕçет вăл. Ыттисене те тĕслĕх кăтартать.

Сăмахăм — «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕ Анатолий Еремеев пирки.

Анатолий Николаевич Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан сĕт-çу ферминче скотникре ĕçлеме пикеннĕ. Нумай ачаллă çемьере ÿснĕскер, тăван тăрăхра юлнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест вăл.

«Ялта пурăнма килĕшет мана, çавăнпа кунтах юлма кăмăл турăм», — терĕ ЯХПК ĕçченĕ, мĕн пĕчĕкрен тăван тăрăха, ял пурнăçне юратса ÿснĕскер.

Унăн ашшĕпе амăшĕ чылай çул колхозра тăрăшнă, ачисене те çĕр ĕçне хăнăхтарнă. Толя мĕн пĕчĕкрен ашшĕпе комбайн çинче ĕçленĕ. Çавăнпа-и, тен, уншăн ял хуçалăх ĕçĕ пĕрре те йывăр мар.

— Мĕн кирлĕ тата çынна пурнăçра? Çурт-йĕр тата ĕç пур, шалăвĕ те çителĕклĕ. Телей вăл — ĕçре, — уçрĕ шухăшĕсене Анатолий.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика