АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен форумĕ иртнĕ

15 июня 2013 г.

 

Республикăра июнĕн 3—9-мĕшĕсенче Атăл леш енчи «Буревестник» кану базинче Çамрăксен регионсем хушшинчи «МолГород — 2013» V вĕренÿ форумĕ иртнĕ. Унта пурĕ 1,5 пин çамрăк пухăннă, çавăн пекех Азербайджанран, Молдовăран, Беларуçрен хăнасем килнĕ.

Мероприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулнă. «Влаç тĕллевĕ — сире пурнăçра хăвăрăн вырăна тупма, професси, пултарулăх енĕпе ÿсме пулăшасси», — тенĕ Михаил Васильевич яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа саламланă май. Çавăн пекех вăл çамрăксене патшалăх енчен пулăшнин ăнăçлă тĕслĕхĕсене асăннă.

«Эпир сире шанатпăр. Шăпах эсир пулас профессионалсем, республикăн ăнăçлă аталанăвĕ малашне сиртен килĕ», — палăртнă Михаил Игнатьев.

Форум программипе килĕшÿллĕн çамрăксен наука-техника пултарулăхĕн «НТТМ-2013» фестивалĕ уçăлнă. Унти проектсемпе, çавăн пекех Раççей ял çамрăкĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн выставкипе паллашнă хыççăн Михаил Васильевич çамрăксене хăйсен таланчĕпе тата пултарулăхĕпе май пур таран туллин усă курма чĕнсе каланă.

Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ «Патшалăхăн муниципалитет управленийĕ» лапам ĕçне хутшăннă, унта килнисен ыйтăвĕсене хуравланă.

Форума пирĕн район администрацийĕн представителĕсем Гузель Гадельянова, Татьяна Яковлева, Ольга Карсакова, Зульфия Низамова тата Ирина Николаева та хутшăннă.

«МолГород — 2013» форум — çулленхи лагерь. Çамрăксем пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ кунта пухăнса палаткăсенче пурăнаççĕ, аталану программисемпе проекчĕсен никĕсне хываççĕ.

Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕ, Россотрудничество, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова тата Шупашкар хулин администрацийĕ пулăшнипе республикăри çамрăксен «Çамрăксен социаллă технологийĕсем» общество организацийĕ йĕркеленĕ.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика