15 июня 2013 г.
Июнĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăн çулăмне чĕртессине халалланă уява хутшăннă. Вăл пуçтарăннисене Хусанта иртекен XXVII Универсиадăн Çулăмĕн эстафетине йышăннă ятпа саламланă, çакăн пек ăмăртусем кашнин характерне туптанине, вăй хушнине палăртнă.
Тутарстан Республикин çĕр тата харпăрлăх ыйтăвĕсен министрĕ Азат Хамаев Хусан ăмăртăва ирттерме хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. «Шупашкар тата Чăваш Республики, Тутарстан тата Хусан пĕр-пĕрне питĕ çывăх, çавăнпа та эпир пурне те хапăлласах кĕтетпĕр», — тенĕ Азат Хамаев Михаил Игнатьевпа Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерне, тĕнче чемпионне Алина Ивановăна Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн факелне панă май.
Пĕтĕм тĕнчери студентсен вăййисен тĕп паллиллĕ ятарлă пуйăс Шупашкара июнĕн 10-мĕшĕнче ирхине çитнĕ. Универсиада çулăмне хулан тĕп урамĕсем тăрăх — чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Хĕрлĕ лапама çити — йăтса тухнă.
Пĕтĕм тĕнчери студентсен вăййисен çулăмĕн эстафети Хусанта июлĕн 6-мĕшĕнче вĕçленет. Пĕтĕмĕшле маршрутăн тăршшĕ 104 пин çухрăмпа танлашать. Кăçал Универсиадăна 127 çĕр-шывран 13,5 пин ытла спортсмен хутшăнĕ.
Источник: "Каçал Ен"