15 июня 2013 г.
Шупашкар районĕнчи Ишлей райпо никĕсĕ çинче нумаях пулмасть республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли семинар-канашлу иртрĕ. Чăваш Енри потребкоопераци юхăмне 120 çул çитнине халалланă мероприятие Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикин министерстви тата Журналистсен союзĕ пĕрле йĕркеленĕ.
Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ Валерий Павлов асăннă юбилей ячĕпе ирттерекен пулăмсене аван çутатнăшăн журналистсене тав турĕ, организаци кăçал йĕркелекен конкурса хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Семинарта МИХсем хушшинчи иртнĕ çулхи конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç. Комсомольски районĕнчи «Каçал ен» редакцийĕ те — çĕнтерÿçĕсен шутĕнче. Потребительсен кооперацийĕн ĕç-хĕлне хастар çутатнăшăн хаçатăмăр Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Л.ГЕОРГИЕВА.
Источник: "Каçал Ен"