АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр кăтартăва шута илеççĕ

15 июня 2013 г.

 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хула тата ял тăрăхĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă чухне тата тепĕр кăтартăва шута илме йышăннă. Муниципалитетсен ĕçне хакланă чухне малашне халăха патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ чухне ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмĕ (СМЭВ) урлă янă ыйтусен шучĕ çине те тимлĕх уйăрĕç.

Пĕлтĕрхи июль уйăхĕнче йышăннă федераллă саккун тăрăх, халăхăн тĕрлĕ инстанцисем тăрăх çÿресе хутсем пуçтармасан та юрать. Влаç органĕсен ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмĕ урлă федераллă тата регионаллă ведомствăсенчен кирлĕ документсене ыйтса илмелле.

Паянхи кун СМЭВпа исполнительлĕ влаçăн 15 органĕ, 26 муниципалитет тата 291 ял тăрăхĕ усă курать. Çак тытăм урлă 96 тĕрлĕ патшалăх тата муниципаллă пулăшу илме пулать. Республикăра 2 пин ытла ыйтăва çак майпа янă та ĕнтĕ. Федераллă влаç органĕсен электрон сервисĕсене тата 5 пине яхăн ыйту янă. Ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмĕпе усă курма вĕрентес тĕллевпе ЧР Информаци политикин министерстви час-часах семинарсем йĕркелет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика