15 июня 2013 г.
Пирĕн пурнăçра хаçат пĕлтерĕшĕ чылай ÿсрĕ. Раççейри, Чăваш Енри радиопа телевидени халăх патне информаци çитерессине анлă пурнăçлаççĕ пулин те, хаçат пĕлтерĕшĕ чакас çук. Итлени-курни — самантлăх пулăм, хаçата вара вăхăт иртсен те алла тытса вулама, усă курма пулать.
Вырăнти радиона пĕтерсе хунипе те хаçат пĕлтерĕшĕ чылай ÿсрĕ. Вăл пире район хыпарĕсемпе паллаштарнипе пĕрлех çынсене, коллективсене килĕштерсе ĕçлеме те, пурăнма та вĕрентет. Наукăри, технологири, экономикăри, культурăри çĕнĕлĕхсем, сывлăха упрамалли майсем, право çинчен тĕрлĕ информаци пичетлет. Çавăн пекех ырă ĕçсемпе палăрнă ентешсемпе паллаштарать.
Çитменлĕхсене питлет. Уявсемпе, юбилейсемпе саламласа хавхалантарать. Пĕлтерÿсемпе рекламăсем те пурнăçра кирлĕ.
Районта пурăнакансенчен яваплă вырăнсенче ĕçлекенсем те хаçата çырăнманнисем, вуламаннисем сахал мар. Пирĕн тăрăхра пурăнаканăн, паллах, вырăнти хыпарсене пĕлсен лайăх тесшĕн.
Р.МОИСЕЕВ.
Источник: "Каçал Ен"