АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

11 июня 2013 г.

 

Районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ культурăсене çум курăксенчен им-çамласси малалла пырать. Пурĕ ку ĕçе 8000 ытла гектар çинче пурнăçланă. Чылай хуçалăхра сиенçĕсене хирĕç им-çамлассипе те ĕçлеççĕ.

Хальхи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлесси çине тĕп тимлĕх уйăрмалла. Аса илтеретпĕр: пăрçа йышши культурăсене çеçкене ларма пуçласан çулма тухмалла. Ытларах тăратсан вĕсен пахалăхĕ чакать. Хăш-пĕр хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене пикенсех çулаççĕ. Районĕпе пурĕ1207 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă (планпа палăртнин 21 проценчĕ), çав шутра «Труд» ЯХПКра — 115 гектар, «Асаново» ЯХПКра — 110 гектар.

Кăçал пурĕ7230 тонна утă хатĕрлеме палăртнă. Хальлĕхе 265 тонна хатĕр. Ку енĕпе «Родина» ОООра (85 тонна), «Искра» колхозра (60 тонна), Ивановăн фермер хуçалăхĕнче (50 тонна) уйрăмах тăрăшса ĕçлеççĕ.

2 хуçалăхра сенаж хывма пикеннĕ. «Урожай» колхозра — 650 тонна, «Рассвет» ЯХПКра 350 тонна янтăланă.

Хуçалăхсен ертÿçисене выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсене хăвăртлатмалли çинчен аса илтеретпĕр. План тăрăх, июнĕн 25-мĕшĕ тĕлне курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлемелле.

И.МИННЕТУЛЛИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика