АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 62-мĕш Акатуй уява чĕнет

11 июня 2013 г.

 

Кăçалхи районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ Акатуй райцентрта июнĕн 15-мĕшĕнче иртет. Ирпе-ирех, 8 сехетрен пуçласа, унта уйрăм предпринимательсем, райпо тытăмĕн ĕçченĕсем халăха кирлĕ тавар сĕнĕç.

Район администрацийĕн çурчĕ умĕнче уява пухăннисем «Моего села светлые пейзажи» фотовыставкăпа паллашма пултараççĕ.

Паркра кашни ял тăрăхĕнчен килсе çитнĕ хăнасем «çурчĕсене» йыхравлĕç. Унта вĕсем техĕмлĕ апат-çимĕç сĕнĕç.

Районти тĕп библиотекăра çак кун «Зоопарк на колесах» фотовыставка, эко-аллея ирттереççĕ. «Çĕр тата çынсем» музейре вара ал ăстисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарĕç.

14 сехетре ипподромра кÿлнĕ лашасемпе ăмăртĕç.

«Кĕтне» ФСК стадионĕнче спорта кăмăллакансем пухăнĕç. Унта ирĕклĕ майпа кĕрешсе, чупса, кире пуканне йăтса тата ыттипе те ăмăртĕç. Бассейнра вара ишекенсем старта тухĕç.

Уяв каçченех пырĕ. Парк сцени çинче 21 сехетрен чăваш çăлтăрĕсем тата районти юрă-ташă ăстисем пухăннисене савăк кăмăл парнелĕç.

Акатуй фейерверкпа вĕçленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика