АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар службине йыхравлаççĕ

11 июня 2013 г.

Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕ контракт мелĕпе службăна каяс текенсене Ульяновск хулинчи 31-мĕш десантпа штурм бригадине кайма сĕнет. Паянхи куна çак çар чаçĕ — лайăххисен йышĕнче.

Çар службинче тăма кăмăллисене çаксемпе тивĕçтереççĕ:

— общежитинчи пÿлĕмсенче 3—4-ăн пурăнмалла е хулара хваттере тара илсе пурăнас текенсене уйăха 3600 тенкĕ компенсаци параççĕ;

— мĕнле çар должноçĕнче ĕçленине кура уйăхсерен шалупа тивĕçтереççĕ, вăтамран — 25–30 пин тенкĕ;

— уйăхсерен хушма тÿлевпе тивĕçтереççĕ;

— çулсерен 30—60 кун таран отпуск параççĕ;

— 3 хутчен апатлантараççĕ;

— вĕренÿ учрежденийĕнче ăс пухакансене социаллă гарантипе тивĕçтереççĕ, çар службине пăрахнă хыççăн аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме май пур.

Çар службине çирĕп сывлăхлă, судпа айăпланман 19—35 çулсенчи ар çынсене илеççĕ.

Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесен районти çар комиссариатне пымалла е 5-13-32 номерпе шăнкăравламалла.

Ю.ВЕНЕДИКТОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика