АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спартакиада пулчĕ

11 июня 2013 г.

 

Çуллахи каникул — ачасемшĕн канмалли, сывлăха çирĕплетмелли, çавăн пекех вĕсен пултарулăхĕпе ăс-хакăлне аталантармалли чи лайăх тапхăр. Çакна тĕпе хурса йĕркелерĕç те ĕнтĕ июнĕн 7-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче Спартакиада. Кăçал вăл пĕрремĕш хут пулчĕ.

Районти шкулсенче сывлăха çирĕплетмелли 21 лагерь ĕçлет. Вĕсенче пурĕ 890 вĕренекен сывлăхне çирĕплетет. Унта 100-е яхăн педагог тимлет.

Старт умĕн «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов сăмах каларĕ, ăмăртура ăнăçу сунчĕ.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен чи йышлă команда — пурĕ 50 ача ытла — пулчĕ.

Ăмăрту вĕренекенсем хушшинче 5 тĕспе иртрĕ: эстафетăпа чупасси, мини-футбол, пионербол, шашкăлла вылясси тата вĕрен туртасси.

Пĕрремĕш ăмăртура Асанкассисем чи маттуррисем пулчĕç, малти вырăна тухрĕç. Стас Пыркина, Вова Андреева, Мальвина Карсуновăна тата Вера Пикеевăна (тренерĕ Г.Н.Петухов) чупассипе çитекенни пулмарĕ.

Спартакиада çĕнтерÿçисем те Асанкассисем пулчĕç. Вĕсем 92,5 балл пухса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшсем — Çĕнĕ Мăратсем, виççĕмĕшсем — Тăманлă Выçлисем.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ĕçченĕ Тамара Долгова тата «Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ Анатолий Филиппов Хисеп хучĕсемпе наградăларĕç.

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ Спартакиадăна тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн вăйă судйисене тав тăвать.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика