АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсене – тивĕçлĕ пулăшу

08 июня 2013 г.

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче район администрацийĕн çуртĕнче нумай функциллĕ центр уçăлас пирки пĕлтернĕччĕ. Июнĕн 6-мĕшĕнче ăна уçма администраци специалисчĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, тĕрлĕ структура ĕçченĕсем, хăнасем, пĕрремĕш клиентсем йышлăн пухăнчĕç.

«Нумай функциллĕ центр, халăха тивĕçлĕ пулăшу параканскер, районта ĕçлеме пуçлани — пысăк пулăм. Кун йышши центрсем тĕп хулара, ытти районсенче ĕçлеççĕ те, нумайăшĕсенче ыран-паян ĕçлеме пуçлĕç. Вăл хута кайни — районта пурăнакансемшĕн пысăк пулăшу. Малашне тĕрлĕ документ, кирлĕ хут хатĕрлес тесен вун-вун кабинет тăрăх чупмалла мар. Татса памалли ыйтупа кунта çеç килмелле. Центр специалисчĕсем сире кирлĕ пулăшу параççех, документа та вăхăтра хатĕрлĕç. Çĕнĕ ĕçре ăнăçу, сире», — пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Романович Афанасьев саламласа. Çавăн пекех район администраци ĕçĕсен управляющийĕ Ю.Скворцов, Кĕçĕн Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Ракчеев, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Г.Воронова, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Никитина, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.Горбунов тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç.

Хĕрлĕ хăйăва центр директорĕ В.Наумовпа район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев касрĕç. Халăха тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе уçнă центр кун-çулĕ вăрăм пуласси иккĕлентермест. Мĕншĕн тесен, паян вăл районта пурăнакансене питех те кирлĕ. Малтанлăха кунта тăрăшакан специалистсем çынсене муниципаллă пулăшу парас енĕпе тимлĕç, каярах вара патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвне те сĕнĕç. Мĕн-ха вăл муниципаллă пулăшу? Сăмахран, нумай ачаллă çемьесем çĕр участокĕ илме черете тăрас тесен ыйту çыраççĕ те, ытти ĕçе унти специалистсем пурнăçлаççĕ. Çакăн пек ыйтупа Людмила Столярова пĕррĕмĕш клиент пулчĕ те. Çавăн пекех районта пурăнакансем çĕр участокĕ туянас тесен, çĕр ĕçĕсене пурнăçлама ордер илес текенсем тата нумай-нумай ыйтупа центра килме пултараççĕ. Тĕплĕнрех вырăнта ăнлантарса парĕç. Центр кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлет, шăмат кун 8—12 сехетчен, вырсарни кун — канмалли кун.

«Паянхи кун центр пулăшăвĕ кашнинех кирлĕ тесе шутлатăп. Ыйту пур пулсассăн пирĕн пата килĕр. Çавăн пекех июлĕн 1-мĕшĕнчен Çĕнĕ Мăрат, Аслă Çĕрпÿел, Йăлмахва, Урмаел, Асанкасси библиотекисенчи ĕçченсем сирĕн ыйтăва уçăмлатма, документсене йышăнма пултараççĕ», — терĕ центр директорĕ Владимир Александрович Наумов.

А.МАРИЯН

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика