08 июня 2013 г.
Мĕн авалтанах чăваш халăхĕн чи юратнă ĕçмисенчен пĕри сăра шутланнă. Ăна хатĕрлессипе те чăвашсене çитекен таврара пулман. Çав авалтан сыхланса юлнă технологисемпе усă курса сăра вĕретекенсем паянхи кун та пур. Акă, «Кооператор» производство комбинатĕнче хăмлапа урпа салатĕнчен ĕлĕкхи пекех тутлă та кăпăклă сăра хатĕрлеççĕ. Производствăра консервантсемпе, пахалăха лайăхлатакан искусствăлла япаласемпе усă курмаççĕ, çавна май сăра юратакансем «Деревенское», «Застольное» ятсемпе тухакан продукцие пысăка хурса хаклаççĕ.
«Кооператорсен» сăрине Шупашкарти Сăра музейĕ хапăлласах туянать. Унта ĕçлекенсем кашни эрнерех 10—15-шер тĕркем илсе каяççĕ, Комсомольски сăрине ют çĕр-шывран килекен туристсем те кăмăлланине палăртаççĕ. Унсăр пуçне продукцие райпон хăш-пĕр магазинĕсенче курма пулать. Хусантан, Çĕнĕ Шупашкартан килсе илекенсем те пур.
«Сăра тăвасси пылак шыв кăларассинчен йывăртарах. Унăн ĕçĕ нумай. Салата вĕтетмелле, тасатмалла, вĕретмелле, сивĕтмелле тата ытти те. Унсăр пуçне хатĕр сăрана 30 талăк путвалта тытатпăр. Çавăнпа та продукцие потребительсем патне çитересси пĕр кунра пулакан япала мар, аванах тăрăшма тивет», — каласа парать производство начальникĕ Раиса Кисапова.
Хальхи вăхăтра производство калăпăшне чылай чакарнă ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи 5 уйăхра 14830 литр çеç хатĕрленĕ (темиçе çул каялла çак кăтарту 20 хут пысăкрах пулнă). Çавна май кунта ĕçлекенсем те нумайăн мар. Валентина Иванова, Зинаида Сорокина, Ираида Казакова тата Валентина Смирнова пĕтĕмпех хăйсем ĕлкĕрсе пыраççĕ.
«Хальхи вăхăтра сăра туса кăларасси пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Пĕр литра вăтамран 38 тенкĕпе сутатпăр. Çакăнтан 15 тенки — акциза, 6 тенки хушăннă хаклăх налукне тÿлеме каять. Унсăр пуçне хăмла, салат, çĕпре тата ытти те туянмалла, ĕçлекенсене шалу памалла. Тупăш сахал пулнине кура çывăх вăхăтра, тен, сăра туса кăларма пăрахăпăр та», — пĕлтерет Раиса Митрофановна.
Н.МЕДВЕДЕВА.
Источник: "Каçал Ен"