АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Право сехечĕ иртрĕ

08 июня 2013 г.

 

Июнĕн 4-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра право сехечĕ иртрĕ.

Ăна районти прокуратура ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Унăн тĕп теми — тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра предпринимательство субъекчĕсен прависене хÿтĕлесси.

Мероприятире ЧР Роспотребнадзор Патăрьел районĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Анатолий Прохоров, районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ Николай Назаров, район администрацийĕн, паспортпа виза службин представителĕсем Светлана Ульдинапа Арина Галкина, районти тĕп библиотека заведующийĕ Елена Савельева тата ыттисем те сăмах каларĕç.

Кăçалхи январь — май уйăхĕсенче федераллă службăсен инспекторĕсем предпринимательство субъекчĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра прависене пăснă тĕслĕхсем пулман иккен. Ун çинчен пухăннисене район прокурорĕн пулăшуçи Антон Петров пĕлтерчĕ.

«Анчах та ку вăл вĕсен прависене пăснă тĕслĕхсем пулманнине пĕлтермест. Акă инспекторсен, саккунпа килĕшÿллĕн, тĕрĕслев умĕн предпринимательство субъекчĕсем патне ун çинчен 3 кун маларах хыпар çитермелле пулсан, чăннипе 1—2 кун маларах кăна пĕлтернĕ»,— терĕ Антон Ильич.

Право сехетне хутшăнакансем 294-мĕш федераллă саккунăн ытти статйисене те тишкерчĕç, килнисен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

М.ИЛЛАРИОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика