АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплă ĕçре тимлет

05 июня 2013 г.

 

Ирина Козловăна районти шкулсенче палламан çын та çук пулĕ. Вăл тăтăшах ачасем умĕнче лекцисем вулать, çар училищисене вĕренме каймалли условисемпе паллаштарать, çар енĕпе кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав парать. «Çамрăксемпе ĕçлеме те кăмăллă. Патриот туйăмĕ кашнин аталантăр тесе вĕрентекенсем те нумай тăрăшаççĕ, паллах. Ку вăл яшсемпе хĕрсем çар училищисене вĕренме кайнинче, хĕсметре тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçланинче тата ыттинче те курăнать», — терĕ Ирина Викторовна.

Унăн ĕçĕ питĕ яваплă. Психологи тата професси енĕпе юрăхлă çынсене суйласа илмелле-çке. Ăна вара, рентген пек, çынна витĕр куракан кăна ăнланать. Акă кăçал вăл тăрăшнипе Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк рай онĕсенчи уйрăмĕ 18 яшпа хĕре çар училищисене вĕренме кайма документсем хатĕрлерĕ.

И.Козлова Мордва Республикинче çуралса ÿснĕ. Ирина, шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спортпа туслă пулнăскер, институтра пĕлÿ пухнă чухне иртекен пур мероприятисене те активлă хутшăннă.

Алла юрист дипломне илсен суд приставĕсен уйрăмĕнче тимленĕ. Комсомольски районĕн каччипе — И.Козловпа çемье çавăрнă. Сăмах май, Игорь Вениаминович районти шалти ĕçсен пайĕнче тимлет. Козловсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика