05 июня 2013 г.
Ачасен чи лайăх вăхăчĕ — çулла — çитрĕ. Çак тапхăрта урам ытларах илĕртет. Çавăнпа та çул çинче вĕсемпе çыхăннă инкек сиксе тухасси тата та çи-вĕчленет.
Ашшĕ-амăшĕн те, ача сачĕсенче ĕçлекенсен те шăпăрлансемпе хăрушсăрлăх темипе калаçусем ирттермелле. Çакна та асăрхаттарсах тăмалла: çул-йĕр — вăйă вырăнĕ мар. Пĕчĕклех çакна тĕпе хуни ÿссе çитсен те асра тытса инкекрен сыхланма май парать.
«Пилеш» ача садĕнче тăрăшакансем пĕчĕккисем çул-йĕр правилисене ăнланса пурнăçра яланах асра тытчăр тесе тимлеççĕ те ĕнтĕ. Ачасене инкекрен куç шăрçи пек упрасчĕ.
И.БУЛАНЦОВА.
Источник: "Каçал Ен"