01 июня 2013 г.
Майăн 29-мĕшĕнче пирĕн района ĕçлĕ визитпа Россия Федерацийĕн Патшалăх Думин Федераллă Пухăвĕн финанс рынокĕн комитечĕн председателĕн çумĕпе Руслан Тихоновпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов килсе çитрĕç.
Чи малтанах тĕп хуламăрсенчен килнĕ хăнасем районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, организацисен тата предприятисен ертÿçисемпе тĕл пулса калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç.
Каярахпа вĕсем район тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе Евгений Карпеевпа тата Михаил Афанасьевпа Комсомольскинче тума пуçланă 145 вырăнлă ача садне çитсе курчĕç. Ун хыççăн ĕçлĕ ушкăн Тукай Мишер вăтам шкулне çул тытрĕ. «Строительсем çанă тавăрса ĕçлени куç кĕрет», — терĕç депутатсем строительство ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн.
Юлашкинчен вĕсем Хирти Выçли — Хирти Мăрат автоçулăн участокне çитсе курчĕç. Кунта 4,49 километр çула реконструкцилемеллине, 6,05 километра тĕпрен юсав тумаллине палăртса хăварчĕç.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"