01 июня 2013 г.
Ача-пăча пÿрт тултарать, теççĕ халăхра. Юлашки çулсенче çĕр-шывра çуратакансем йышлăланни палăрать. Çакăн çине, паллах, нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿрес тĕллевлĕ патшалăх программисем те витĕм кÿреççĕ.
Иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратакансене амăш капиталне пани çинчен пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çак программа ĕçлеме пуçланăранпа районта 1187 çемье сертификат илме заявлени тăратнă (кăçал хальлĕхе ун пеккисем 84-ăн). Пурĕ 722 çемье амăш капиталĕпе усă курнă. Чылай чухне вĕсем çак укçа-тенке çурт-йĕр çавăрма, хваттер туянма яни паллă.
Майăн 31-мĕшĕнче, шăпах Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн, Пенси фончĕн районти управленийĕнче савăнăçлă лару-тăрура тепĕр 7 çемьене амăш сертификачĕсене пачĕç. Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Козлова, район администрацийĕн экономика уйрăмĕн специалисчĕ Людмила Столярова, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕ Наталия Мадюкова, «Урожай» колхозăн бухгалтерĕ Ирина Краснова, «Асаново» ЯХПКн ĕçченĕ Галина Языкова, Тукай Мишер ялĕнче пурăнакан Сирине Гималтдинова, Перекет банкĕн районти уйрăмĕн специалисчĕ Чулпан Гайнуллина сертификат хуçисем пулса тăчĕç.
Пуçтарăннисене Комсомольски район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Карпеев, Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Сергей Горбунов, район администрацийĕн представителĕ Светлана Ульдина, çамрăк аннесен ĕçпе тивĕçтерекенĕсем тата ыттисем те саламларĕç, тĕпренчĕкĕсене ырă-сывă çитĕнтерме вăй-хал, чăтăмлăх сунчĕç. «Пилеш» ача садне çÿрекенсем вара хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.
Источник: "Каçал Ен"