01 июня 2013 г.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин пуçарăвĕпе ĕçлĕ ушкăн ял хуçалăх производство кооперативĕсен уй-хирĕсене çитрĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, пахча-çимĕç мĕнле шăтса тухнипе паллашрĕ. Ăна ирттерме тĕп хуламăртан Чăваш Республикин «Агро-Инноваци» унитарлă хысна предприятийĕн директорĕ Николай Васильев, предприяти консультанчĕ Владимир Мутиков профессор килсе çитрĕç. Çавăн пекех районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, тĕп агрономсем тата специалистсем хутшăнчĕç.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн «Комсомольские овощи» агрофирмăн хирĕсене çул тытрĕ. Тĕп агроном Алексей Селиванов агрофирмăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем пĕлтĕр кĕрхи тулла «Амазония» сеялкăпа акнă иккен. Ушкăнрисем тулă аван шăтса тухнине палăртрĕç. Ун хыççăн çĕр улми лартнă лаптăка çул тытрĕ ĕçлĕ ушкăн. Тĕп хуларан килнĕ хăнасем агрофирма ĕçченĕсем япăх мар тупăш илесси куçкĕретех пулнине палăртрĕç.
Малалла вĕсен çулĕ «Алга» ЯХПК хирĕсем урлă пулчĕ. «Алгасен» кĕрхи калчисем аван шăтса тухнă. Анчах та хăш-пĕр çĕр лаптăкĕсем çинче азот удобренийĕ çитменнине асăрхарĕç.
«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕр улми 100 гектар çине лартнă (Рокко — 58 га, Удача — 42 га). Вячеслав Никифоров председатель, тĕп агроном Алексей Игнатьев цифрăсем, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, тĕрлĕрен чир-чĕртен им-çамлани, удобрени сапни çинче кĕскен чарăнса тăчĕç. «Рассветсен» люцерна ани çине çитсе тăрсассăн Владимир Мутиков профессор хăйĕн савăнăçне пытараймарĕ. «Люцерна çавăн пек аван шăтса ÿснине юлашки 5—6 çул хушшинче пĕрремĕш хут куратăп», — терĕ вăл.
Ун хыççăн ушкăн «Пайгас», «Восток» ЯХПКсен хирĕсене çитсе курчĕ, унти ĕçсемпе Валерий Фадеевпа Валерий Михеев ертÿçĕсем тата тĕп агроном Виктор Самаркин паллаштарчĕç.
— Комсомольскисем çĕрпе чăннипех те тухăçлă усă кураççĕ. Сирĕнтен вĕренмелли пурах, мĕншĕн тесен республикăра та сирĕн районти пек çĕр çинче ĕçлеме пĕлекен специалистсем сахал. Пĕр çитменлĕх — çĕрсем азотран чухăн. Çавăнпа та ертÿçĕсен минераллă удобренисем çине укçа-тенкĕ ытларах ямалла. Пăрçа йышши культурăсем те акма манмалла мар, вĕсем те — хăйне евĕр удобрени, — терĕ юлашкинчен Владимир Михайлович.
«Агро-Инноваци» УХП директорĕ Николай Васильев районти çĕр ĕçченĕсене ырларĕ, куллен ĕçре усă курма «Технологические основы заготовки основных кормов» кĕнекесем валеçсе пачĕ.
«Комсомольские овощи» агрофирмăн тĕп агрономĕ Алексей Селиванов çитес çул логистика центрĕ тăвасси çинчен сăмах пуçарчĕ. Апла пулсан районта ĕç вырăнĕсен шучĕ те ÿсĕ.
«Родина» фермер хуçалăхĕн ертÿçи Анатолий Потемкин «Лучший пахарь» конкурса çулсерен ирттерме сĕнÿ пачĕ.
«Çĕр çинче тăрăшаканăн ĕçĕ пархатарлă. Çавăнпа та çур аки ирттернĕ хыççăн пур хуçалăхсенче те уяв йĕркелемелле. Малашнехи тĕллев — вырма ĕçĕсене вăхăтра тăвасси. Çанталăкĕ кăна патăрччĕ», — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, пурне те ăнăçу сунса. Мероприятире çавăн пекех Раççейре фермерсем хушшинче иртекен конкурсра тивĕçлĕ балл пухса иккĕмĕш вырăн йышăннă, 5 миллион тенкĕлĕх грант выляса илнĕ Фиргать Хайртдинова саламларĕç.
«Смотр тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Чи кирли вăл — çĕр ĕçченĕсем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашни», — пĕтĕмлетрĕç район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи уйрăмĕн начальникĕпе Илдус Миннетуллинпа тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"