АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре Пушкăртстан культури кунĕсем иртнĕ

01 июня 2013 г.

 

Çу уйăхĕн 30—31-мĕшĕсенче Шупашкарта Пушкăртстан Республикин культурин кунĕсем пулнă. Майăн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушкăртстан Республикин Президенчĕпе Рустэм Хамитовпа уява уçнă çĕре хутшăннă. Паллă пулăма халалланă мероприятисем Шупашкарта, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай тата Муркаш районĕсенче иртнĕ. Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов «Çĕнтерÿ» Мемориал комплексĕнче Çар Паттăрĕсен Монуменчĕ умĕнче Аслă Отечествăлла вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăрса, чĕрĕ чечек çыххисем хурса чыс тунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Пушкăртстан Республикин Президенчĕ «Экра» НПП ОООра пĕрлешĕвĕн çĕнĕ йышши технологипе кăларакан продукцийĕсемпе паллашнă. Унтан Чăваш Республикин Наци музейне çитсе пÿлĕмсенчи чаплă экспонатсене пăхнă. Пушкăртстан культурин кунĕсен официаллă пайне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче уçнă. Сумлă хăнасене чăваш, вырăс тата пушкăрт тумĕсемлĕ яш-кĕрĕм çăкăр-тăварпа, чак-чакпа тата пылак сăрапа кĕтсе илнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май 2012 çулта Раççей историйĕн çулталăкне халалласа, 30 çул иртсе кайнă хыççăн пĕр-пĕринпе хамăрăн хурăнташ халăхсемпе туслăха тепĕр хут вăй илтерсе яма пултарнине палăртнă. «Эпĕ, Пушкăрт Республики çинчен чăваш халăхĕ ырă сăмах каланине сахал мар илтнĕ. Пушкăртстан Республикин ырă çĕрне пула вĕсем пире паллă поэтсемпе культурăн пысăк ĕçченĕсене ÿстерсе парнеленĕ. Вĕсене палăртма кăмăллă: Константин Иванов, Ухсай Яккăвĕ тата пархатарлă ытти ывăл-хĕр çитĕнтернĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев. Пушкăртран килнĕ пултарулăх коллективĕсене чăваш çыннисене хăйсен юрри-ташшипе тыткăна илнишĕн тав тунă. Пушкăртстан Республикин Президенчĕ Рустэм Хамитов, хăйсене сума сунине кура, ырă сăмахсемшĕн «кÿршĕ аякри тăванран та паха», — тесе пуç тайнă. «Пирĕн республикăсем хушшинчи хутшăну питĕ çирĕп. Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ чĕртнĕ туслăх ĕмĕре пытăр, пĕрне-пĕри пулăшса, тăнăçлăха тытса пырас тесе сахал мар вăй хурса ĕçленĕ», — уйрăммăн палăртнă вăл. Театрта сумлă хăнасем пушкăрт халăхĕн пуян та илемлĕ культурипе, капăр тум-тирĕпе паллашнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика