АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем республика шайĕнче тупăшĕç

01 июня 2013 г.

 

Майăн 30-мĕшĕнче «Слава» ЯХПКн ĕне ферминче машинăпа ĕне сăвакан операторсен тата техник-осеменаторсен районти конкурсĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕсем — пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси тата чи ăста та пултаруллă дояркăпа техник-осеменатора палăртасси. Унта «Искра» колхозăн, «Слава», «Труд», «Рассвет», «Асаново», «Восток» ЯХПКсен тата районти ветстанцин специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах конкурсăн теори пайĕ пулчĕ. Комисси членĕсем конкурсантсен пĕлĕвне тĕрĕслесе ыйтусем пачĕç, хуравсене хакларĕç. Практика пайĕнче дояркăсем сĕт сумалли аппарата салатса çĕнĕрен пуçтарчĕç. Кашни пайне тĕрĕс те хăвăрт кирлĕ çĕре вырнаçтарма çăмăл мар, çапах та конкурса хутшăнакансем ку ĕçе парăнтарма пултарчĕç. Осеменаторсем вара хăйсен профессийĕн кăткăслăхĕсемпе паллаштарчĕç, сăмахпа каланипе çеç мар, хăйсем ăста специалистсем пулнине ĕçпе çирĕплетрĕç. Кунта пĕр-пĕринчен вĕренмелли чылай пулчĕ.

Юлашкинчен чи кĕтнĕ самант çитрĕ — çĕнтерÿçĕсене палăртасси. Комисси членĕсем чылай канашланă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç. Дояркăсенчен 1-мĕш вырăна «Восток» ЯХПКри Марина Белкова тухрĕ. 2-мĕш вырăнта — Вера Яковлева («Асаново»), 3-мĕшĕнче — Ольга Ефимова («Слава»). Осеменаторсенчен чи пултарулли Петр Зверев («Рассвет») пулчĕ. 2-мĕш вырăна Елена Наумова («Труд») йышăнчĕ. 3-мĕшне вара Елена Калашниковăпа («Асаново») Валентина Игнатьева («Слава») пайларĕç.

Палăртмалла: пĕлтĕр те М.Белковăпа П.Зверев çĕнтерÿçĕсем пулнăччĕ, республикăри конкурса хутшăнса призерсен шутне кĕнĕччĕ. Çакă вĕсем чăннипех те пултаруллă пулнине, хăйсен профессине алă çинчи пÿрнесене пĕлнĕ пек пĕлнине çирĕплетет. Кăçал та июнĕн 13-мĕшĕнче тăрăшуллăскерсем республика шайĕнчи конкурса хутшăнĕç.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика