АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суту-илÿ çурчĕ – 30 çулта

01 июня 2013 г.

 

Виçĕм кун район центрĕнчи Суту-илÿ çурчĕ уçăлнăранпа 30 çул çитнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Вăл Комсомольски райповĕпе асăннă магазинта тăрăшакансемшĕн çеç мар, районти пĕтĕм çыннăн уявĕ пулчĕ тесен те юрать. Çапла пулмасăр, кунта ялсенчен килекенсем те, райцентрта пурăнакансем те куллен, виçĕ теçетке çул ĕнтĕ, тавар туянаççĕ-çке.

Суту-илÿ çурчĕн коллективне, тавар туянакансене уяв ячĕпе саламлама йышлăн килнĕ. Комсомольски район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, райпо совечĕн ертÿçи Евгений Карпеев, Чăвашпотребсоюз правлени председателĕн çумĕ Надежда Наумова, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров, тачă çыхăнса ĕçлекен предприятисен, поставщиксен представителĕсем ырă сунса ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç. Сăмах калакансем универмагри йыш тавар туянакансене мĕн кирлине туйса ассортимента куллен анлăлатса пынине, ума лартнă тĕллевсене тăтăшах пурнăçланине палăртрĕç. Ĕçри пултарулăхшăн, тÿрĕ кăмăлпа чылай çул тăрăшнăшăн Суту-илÿ çурчĕн директорне Ирина Кочановăна, Валентина Степанова заведующине, Надежда Демина сутуçа Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хучĕсене парса чысларĕç.

Уяв программи пуян пулчĕ. Унта саламсем, юрă-ташă, лотерея вăййи пĕр-пĕринпе ылмашăнса тăчĕç. Кĕçĕн çулхи ачасем вара Шупашкар трикотажĕн кĕпи-йĕмне тăхăнса сцена çине тухсан хăйсене модельсем пекех туйрĕç ахăртнех. Универмаг умĕнчи лаптăкра райпо предприятийĕсем туса кăларакан апат-çимĕçпе те сутă турĕç.

Чăваш эстрада юрăçисем Алексейпе Андрей Шадриковсем, Петр Ермолаев илемлĕ юрăсем шăрантарса юбилее пухăннисен кăмăлĕсене çĕклерĕç.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика