29 мая 2013 г.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн актовăй залĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин ертсе пычĕ.
Ларура административлă 4 ĕç пăхса тухрĕç, 2 çынна 700-шер тенкĕ штраф пачĕç, 2-шне асăрхаттарчĕç.
Çавăн пекех комисси членĕсем çул çитмен 2 ачана учета илчĕç. Чăваш Республикин 2007 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчи 61-мĕш «Çул çитменнисен общество воспитателĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн общество воспитателĕсене те палăртса хăварчĕç.
Çуллахи каникул кунĕсенче вĕренекенсен канăвĕ çинчен те хускатрĕç ларура. Сăмах май, кăçалхи июнь—август уйăхĕсенче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 14—18 çулхи 490 ача вăхăтлăха ĕçе вырнаçĕç.
Юлашкинчен ларура сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Ăна йĕркелекенĕ — район администрацийĕ. «Çĕр-шыв пуласлăхĕ пирĕн алăра» номинацире пĕрремĕш вырăна Инесса Михайлова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), иккĕмĕшне — Камилла Мавлютова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), виççĕмĕшне Ксения Козлова (Шурут вăтам шкулĕ) тивĕçрĕç. Хĕр ачасем виççĕшĕ те тăххăрмĕш класра пĕлÿ пухаççĕ.
«Полици — ачасен куçĕпе» номинацире Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекен Максим Белков пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Наташа Мукшина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) — иккĕмĕш, Диля Тимрукова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
«Саккун пирĕн пурнăçра» темăпа çырнă сочиненисенчен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Анастасия Шингалован чи лайăххине палăртрĕç. Иккĕмĕш вырăна Сергей Кураков (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тивĕçрĕ.
Конкурса йĕркелекенсем çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Ыттисене вара сертификатсем пачĕç.
Л.ПУШКИНА.