29 мая 2013 г.
2012—2020 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтермелли патшалăх программипе килĕшÿллĕн районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе явăçтарма палăртнă. Комсомольски райповĕпе çул çитменнисене эмел курăкĕсем пуçтарас ĕçе хутăштарма килĕшÿ çырнă.
Çамрăксем ĕç укçисĕр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен центртан 1200 тенкĕлĕх материаллă пулăшу илсе тăрĕç. Комсомольски райповĕ вĕсемпе кашнинпе ĕç килĕшĕвĕ çырать. Пуçтарнă эмел курăкĕсене çул çитменнисен хăйсем пурăнакан вырăнсенчи райпо магазинĕсене е райпон хатĕрлев кантурне килсе памалла.
Хальхи вăхăтра хупахăн тата кукша пуçăн тымарĕсене, ама хупаххин тата шĕпĕн курăкĕн çулçисене пуçтараççĕ.
Çак ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакансене Комсомольски райповĕн кадрсемпе ĕçлекен пайне е районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çак адреспа пыма ыйтатпăр: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29 çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 5-13-79.
Г.ВОРОНОВА.