АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме хаклама пĕлесчĕ

25 мая 2013 г.

 

Тăван тавралăхăн илемне упрамалли çинчен нумай калаçатпăр пулсан та пирĕн хушăра çут çанталăка сăтăр кÿрекенсем пур-ха. Акă, нумаях пулмасть редакцие Комсомольскинче пурăнакан пĕр хĕрарăм килсе кĕчĕ. Алăкран кĕнĕ-кĕмен вăл хăйне пăшăрхантаракан ыйтăва уçса пама тытăнчĕ.

Унăн мăнукĕ пĕррехинче Комсомольскинчи пĕве патне кăчкă татма кайсан питĕ хĕпĕртесе таврăннă. Шыв хĕрринчи тĕмсем хушшинче вăл пĕр пысăк кайăк йăви асăрханă. Малалла кайсассăн тата çакăн пек тепĕр йăва курнă. Хĕр ачана темĕн пысăкăшскерсем питĕ тĕлĕнмелле пек туйăннă, çавăнпа та вăл килне çитсенех кукамăшне хăй мĕн курни çинчен хавхаланса каласа панă. «Йăвасен çывăхне пымарăм, кайăксене хăратасран шиклентĕм. Часах унта чĕпĕсем те тухаççĕ пулĕ. Мĕнле вĕçен кайăксен йăви-ши вăл?» — интересленнĕ хĕр ача.

Пĕве таврашĕнче пĕр 6 çул ĕнтĕ тăрнасене курма пулать. Пĕлтĕр пулăçсем 4 мăшăра курни çинчен калаçнăччĕ, кăçал вара вĕсем 2 мăшăра асăрханă. Сăрă тĕслĕ пысăк кайăксем тавралăха чăннипех те илем кÿреççĕ. Хĕр ача курнă йăвасем шăпах çавсен пулĕ тесе шутлать пирĕн пата килнĕ хĕрарăм. Вĕсемсĕр пуçне çак таврашра кайăк-кăвакалсене те курма пулать. Вĕсем çемйи-çемйипе шыв тăрăх ярăнса ишеççĕ.

Кăштахран хĕр ача çав вырăна тепре çитсе килнĕ. Хальхинче вара вăл куççульленсе таврăннă. Йĕре-йĕре такам йăвасене йăлт ватса, çăмартисене çĕмĕрсе пĕтерни çинчен пĕлтернĕ. Çĕр çинче çăмарта хупписем çеç выртнине курсан хĕр ачан кăмăлĕ хуçăлнă.

Камăн алли çак киревсĕр ĕçе тума çĕкленнĕ-ши, мĕнле чун-чĕрепе тунă-ши вăл çакна? Тен, шыв хĕррине пулă тытма пынă çынсем çапла хăтланнă, тен, ачасем пуçтахланнă. Çак йăвасем кама чăрмантарнă-ши? Халĕ вара тăрнасем тепĕр çул та ку вырăна вĕçсе килесси питĕ иккĕлентерет. Енчен те çакăн пек сиввĕн кĕтсе илеççĕ, сăтăр кÿреççĕ пулсан вĕсем урăх çĕрте тĕпленме тăрăшĕç пулĕ. Тăрнасене ăнланма пулать: вĕçен кайăксен йăва çавăрса чĕпĕсем кăларас, вĕсене çитĕнтерес килет. Тавралăх илемне хаклама пĕлмен çынсене вара мĕнле ăнланмалла-ши?

 

Н.КАЛАШНИКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика