25 мая 2013 г.
Ялта пурăнакан чĕкеçсене çынсем питĕ юратаççĕ. Вĕсем пирĕн тăрăха ака уйăхĕн вĕçĕнче вĕçсе килеççĕ, питĕ хăвăрт хăнăхса çитеççĕ. Ытларах хурт-кăпшанкăсемпе тăранса пурăнаççĕ, вĕсене вĕçсе пынă вăхăтрах тытаççĕ.
Ĕлĕк-авалах çынсем чĕкеç сăнарĕнче тăнăçлăх тата килĕшÿ паллине курнă. Чăвашсен мифологийĕнче çак кайăк ырра, телее, çуркуннене, хĕвел тухнине, кил-çуртри ăшăлăха пĕлтернĕ. Чĕкеç — Çÿлти Туррăн юратнă кайăкĕ, вăл уй-хирсене — çумăр, çынсене телей парнелет, тесе шутланă ĕлĕкрен.
Эпĕ пурăнакан кил-çуртра çак кайăксем пĕрремĕш хут лупас айĕнче йăва çавăрни паянхи кун та куç умĕнчех. Малтанах чĕкеçсем йăван кăшкарне тăмран туса хучĕç. Каярахпа курăкпа, тĕксемпе усă курса пурăнмалли «çуртне» туса та пĕтерчĕç. Питĕ нумай каллĕ-маллĕ вĕçрĕç вĕсем çав тапхăрта. Каярахпа чĕкеç ами çăмартасем туса пусма ларчĕ, ăна мăшăрĕ те пулăшрĕ. Пĕр чĕкеçĕ йăвара çăмартисене ăшăтса ларнă вăхăтра тепри пÿрт умĕнче кĕтсе ларать. Нумаях та вăхăт иртмерĕ — чĕкеç чĕпписем çут тĕнчене килчĕç. Пĕчĕкскерсем час-часах çăварĕсене уçкаласа ашшĕпе амăшĕ апат хурса парасса кĕтетчĕç. Чĕкеçсем кунне 400 хут та хурт-кăпшанкă йăтса килетчĕç пуль, чĕпписене тăрантаратчĕç. Вĕсем вара пăхнине кура питĕ хăвăрт аталанса ÿсрĕç, часах хăйсем тĕллĕн вĕçме пуçларĕç, каярахпа куç умĕнчен çухалчĕç, аякка вĕçсе кайрĕç. Паллах, çакăн чухне чун питĕ хурланчĕ. Пĕр кунхине вара вĕсем шутсăр савăнтарчĕç: каялла сад пахчине вĕçсе килсе нумай вăхăт каллĕ-маллĕ вĕçрĕç.
Чĕкеçсем пирĕн хуçалăхра виççĕмĕш çул ĕнтĕ чĕпĕ кăлараççĕ. Шутлатăп та, пирĕн пата кунта пĕрремĕш хут йăва çавăрнă чĕкеçсемех кашни çул килеççĕ пуль тетĕп.
П.ЗАЙЦЕВ.
Источник: "Каçал Ен"