25 мая 2013 г.
Кăçалхи çула Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк тесе палăртрĕç. Ман шутпа, çакă питĕ тĕрĕс. Çут çанталăка упрасси, лайăхлатса пырасси — кашни çыннăн тивĕçĕ.
Шыв — çут çанталăкăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Унсăр пурнăç çук. Вăл пире çиес апат пекех, тен, унран та ытларах кирлĕ. Пĕр кинофильмра шыв турттаракан «почему я водовоз, потому что без воды ни туды и ни сюды» тесе юрлани те çакăн çинченех калать. Пирĕн организм та, тĕпрен илсен, шывпа тытăнса тăрать. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕм пурнăç, пирĕн кун-çул шывпа таччăн çыхăннă. Ахальтен мар «Таса шыв» программа çине тăрса хăвăрт пурнăçламалли ĕç пулса тăчĕ.
Ĕçмелли шыв программи нумай енлĕ. Ялсенче пурăнакансем ытларах урамсенче, кил картисенче алтса тунă çăлсемпе тата çăлкуç шывĕсемпе усă курса пурăнаççĕ. Пĕлетпĕр: шывăн пахалăхĕ тата хими составĕ пур çĕрте те пĕр мар. Хытă шывсем те, çемçисем те, тăварлисем те пур. Пирĕн сывлăхпа шыв тÿрреммĕн çыхăннă. Хальлĕхе пусăсенчи шыв пахалăхне тĕрĕслес ĕç кирлĕ шайра мар-ха. Ÿсен-тăрансем, выльăх-чĕрлĕх, тискер кайăксем мĕнле шыв ĕçсе пурăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Кулленхи пурнăçра эпир час-часах ун пирки шутламастпăр та. Юхан шывсене, пĕвесене, кÿлĕсене, çăл куçсене таса тытатпăр теме çук. Мĕн кăна пăрахмастпăр вĕсен таврашне! Пĕлсе тăрсах хамăр усă куракан шывăн пахалăхне чакаратпăр. Нумай пĕвесемпе кÿлĕсенче, юхан шывсенче пулăсем те кирлĕ пек ĕрчеймеççĕ, вĕсенче чăмпăлтатса ÿт-пĕве уçăлтарма та май çук. Çуллахи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх çав таса мар шывах ĕçет. Çапла эпир хамăр ларакан турата каснă пекех пулать.
Юхан шывсем, кÿлĕсем, пĕвесем, çăл куçсем район территорийĕнче çителĕклех. Кĕтне — республикăри чи вăрăм юхан шывсенчен пĕри — 194 çухрăм тăршшĕ. Шыв лаптăкĕпе вăл Мăн Çавал хыççăн иккĕмĕш вырăнта. Кĕтнепе Пăла шывĕсен юпписем те (Хăнтăрла, Кошелейка, Елачка, Урлăвар, Шурут) пирĕншĕнех ĕçлеççĕ. Хирти Шăхасан кÿлли тавралăха илем кÿрет. Çĕнĕ Сĕнтĕр таврашĕнчи таса кÿлĕсем кама кăна илĕртмеççĕ! Анчах вĕсем те эпир тăрăшсах вараланă пирки «чирлерĕç».
Шывсем ĕмĕрĕпех пирĕншĕн ĕçленĕ, пирĕн пурнăçа çăмăллатма тăрăшнă. Аса илер-ха 60—70 çул каяллине. Кĕтне çинче 15 шыв арманĕ ĕçленĕ, вĕсенчен 7-шĕ — пирĕн район территорийĕнче. Арман пĕвисене ытларах алă вăйĕпе тунă. Шывĕ те таса пулнă теççĕ. Халĕ вара çуллахи вăхăтра пĕвелемен вырăнсенче Кĕтне урлă сиксе каçма та пулать вĕт! Пăхман пирки пĕтес патне çитнĕ çăл куçсем те чылай. Юхан шывсем, кÿлĕсем, пĕвесем пире хамăрах кирлĕ-çке. Эппин, пирĕн вĕсене пулăшма тăрăшмалла. Шыва е шыв хĕррине çÿп-çап пăрахакансене сивлемелле, явап тыттармалла. Шывсене варалани вăл хамăра хамăр хисеплеменни пулать вĕт.
Çамрăксене те, аслăраххисене те И.Дубков çырнă «Озера, реки, родники Чувашии» кĕнекене вулама сĕнесшĕн. Шыв çине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнет пире унăн авторĕ.
Рев. МОИСЕЕВ
Источник: "Каçал Ен"