АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет сиен ан кÿтĕр

25 мая 2013 г.

 

Чăваш Енре майăн 23-мĕшĕнче онлайн режимра ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствисем йĕркеленĕ. Парттăсем хушшине республикăри 170-е яхăн шкулта, гимназире, лицейре вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ ларнă. Вĕсене ачасене интернетри сиенлĕ информацирен хÿтĕлес, çул çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе ятарласа каникул умĕн пуçтарнă. Ашшĕ-амăшĕсен уçă пухăвне Роскомнадзор, ГИБДД представителĕсем, интернет-провайдерсем тата ыттисем те хутшăннă.

ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов пухăва уçнă май çакăн пек мероприятие пĕрремĕш хут ирттернине палăртнă, ачасен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ. ЧР Мининформполитикин ертÿçи Валентина Андреева пуху ашшĕ-амăшĕн чылай ыйтăвĕ çине хурав тупма, ачасен çуллахи канăвне кирлĕ шайра йĕркелеме пулăшасса шаннине пытарман.

Ача-пăча прависен Чăваш Енри уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов ачасене сиенлĕ информацирен хÿтĕлекен саккун пурри çинчен аса илтернĕ. Унпа килĕшÿллĕн, ачасен сывлăхне тата аталанăвне сиен кÿме пултаракан материалсене массăллă информаци хатĕрĕсенче тата интернетра сарăлма памалла мар. Çак саккун хальлĕхе мĕнле пурнăçланса пынипе Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Евдокимова паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна МИХсен ĕçĕ 75 процентлăх законодательствăпа килĕшсе тăрать. Интернетри материалсене тĕрĕслесе тăма вара чылай йывăртарах. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисем мĕнле сайтсене кĕнине, çавăн пекех вĕсен телефонĕсем çине мĕнле информаци килнине тĕрĕслесех тăмалла.

ЧР ГИБДД Управленийĕн начальникĕн çумĕ Олег Федоров çул çинчи хăрушсăрлăх çинчен тухса калаçнă, ашшĕ-амăшне тимлĕ пулма сĕннĕ.

Юлашкинчен ведомствăсен ертÿçисем шкул ачисене вĕренÿ çулĕ пĕтнĕ ятпа саламланă, экзаменсене ăнăçлăн тытма суннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика