25 мая 2013 г.
Районти тавра пĕлÿçĕсем майăн 22-мĕшĕнче тĕп библиотекăра пухăнчĕç. Вĕсемпе тĕл пулма Шупашкартан ентешĕмĕрсем, çак ĕçре самаях опыт пухнăскерсем, килнĕ. В.Я.Григорьев, И.Н.Михайлов, Л.К.Кадкинпа В.А.Федотов ячĕсене пирĕн тăрăхра пĕлмен çын сахал пуль. Вĕсем пурте тăван район историне, кун-çулне, çыннисен пурнăçĕсене тĕпчесе пĕр кĕнеке çеç мар çырнă. Владимир Яковлевичпа Иван Никонорович тĕл пулăва пуçтарăннисене те ялсен историне çырса хăварма ыйтрĕç. «Çак ĕçе хальлĕхе архивсене кĕртнипе, ватă çынсем пуррипе усă курса хăвăртрах йĕркелеме тăрăшмалла. Каярахпа ун пек условисем пулмĕç, халăх кун-çулне ас тăвакансем те çулсеренех чакса пыраççĕ», — терĕ В.Я.Григорьев. И.Н. Михайлов вара кĕнекере мĕнле пайсем пулмаллине, хăш ыйтусене çутатмаллине тĕплĕн каласа пачĕ. Комсомольски районĕнчи ялсем ĕлĕк тĕрлĕ вулăссене, уессемпе кĕпĕрнесене кĕнĕ май камсен хăш архивра документсем шырамалли çинче те чарăнса тăчĕ вăл.
Тĕл пулăва хутшăнакансем паллă тавра пĕлÿçĕсене чылай ыйту пачĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Акă, Йăлмахвари Павел Зайцев Аслă Аттелĕх вăрçинче хыпарсăр çухалнă ентешĕсен шăписене тĕпчет. А.Агафонов Элпуç тăрăхĕнчи ялсем çинчен «На реке Малая Була» кĕнеке кăларчĕ. Кĕçĕн Каçалти Г.Воробьева Эткер ялĕнчи Чапăр ту тата ыттти те кăсăклантарать. В.И.
Кирилловпа А.Е.Токмаков вара районти «Этем тата çĕр», Çĕнĕ Мăратри халăх музейĕсене тунă чухне тĕпчев ĕçĕпе нумай ĕçленĕ, çакна халĕ те малалла тăсаççĕ.
Вĕсем асăннă тĕл пулу пуриншĕн те усăллă, кирлĕ пулнине, тĕпчев ĕçĕнче пулăшнине палăртрĕ.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"