АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицинăна килĕштернĕ

12 декабря 2012 г.

Кĕçĕн Каçал ялĕнче ÿссе çитĕннĕ вăл, Комсомольски вăтам шкулне пĕтернĕ. Ун хыççăн медицина училищинче ăс пухнă. Сăваплă та пархатарлă профессие суйласа илнĕскер, эмелпе çеç мар, çепĕç чĕлхи-çăварĕпе те çынсене сипленĕ. Хальхи вăхăтра вăл — тивĕçлĕ канура.

Сăмахăм паян Людмила Викторовна Дерягина çинчен пырать. Çамрăклăхĕ унăн ытти хĕр-тантăшĕсенни пекех иртнĕ. Вăл колхоз ĕçне çÿренĕ, Кĕтне хĕрринче пурăннăран çуллахи шăрăх кунсенче шывра чăмпăлтатнă. Ачаллах, амăшĕ пек, медсестра пулма, çынсене сиплеме ĕмĕтленнĕ. Çитĕнсе çитсен медицина училищине вĕренме кĕнĕ, унтан хăйĕн профессийĕпе ĕçлеме пикеннĕ.

Хĕр упраç ялан ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăнаймасть ĕнтĕ. Люся та вăхăт çитсен Комсомольскинчи Владимир Дерягинпа, авиаципе техника училищи пĕтернĕ çамрăк офицерпа, çемье çавăрать. Икĕ Каçал хушшинче чаплă туй кĕрлеттернĕ хыççăн çамрăк мăшăр Чимкент хулине тухса каять. Владимир Геннадьевич унта аэродромра реактивлă самолетсене вĕçеве хатĕрлет. Çак ĕç питĕ кăткăс та яваплă пулнине палăртмалла. Людмила Викторовна çар гарнизонĕнче аслă медсестрара вăй хурать. Çар çыннисен служби пĕр вырăнта иртменнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Дерягинсен те Венгри çĕр-шывне куçса кайма тивет. Ултă çул пурăнаççĕ вĕсем унта. Чикĕ леш енчех ывăлĕ Максим çуралать. Кăштахран вĕсем каялла Чимкент хулине таврăнаççĕ, каллех хăйсен ĕçĕсемпе гарнизонта вăй хума тытăнаççĕ. Дерягинсем икĕ ача ÿстерсе вĕрентсе кăлараççĕ. Хĕрĕ Оля, амăшĕ пекех, медицинăпа пурнăçне çыхăнтарать. Халĕ вăл Тольятти хулинче çем-йипе пурăнать. Ывăлĕ Максим ашшĕ çулĕпе кайса Хусанти çар училищине пĕтерет. Хальхи вăхăтра вăл Калининградра службăра тăрать.

Владимир Геннадьевич пенсие тухнă хыççăн Дерягинсем тăван çĕр-шывне таврăнаççĕ, Кĕçĕн Каçал ялĕнче ашшĕпе амăшĕн çуртĕнче тĕпленеççĕ. Людмила Викторовна кунта та хăйĕн профессийĕпе ĕç тупать, район больницинче аслă медсестрара нумай çул ĕçлет. Сăмах май тата çакна каласа хăварас килет. Люсьăн амăшĕ те медсестрара ĕçленĕ пулнă. Вăрçăчченех Кĕçĕн Каçал ялĕн çыннисене тĕрлĕ чирсенчен сипленĕ, килтен-киле çÿресе миçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварман-ши; Феодосия Гавриловна Кокоревăна районĕпе пĕлмен çын та пулман пуль. Вăрçăра та пулнă вăл, тĕрлĕ орден-медале тивĕçнĕ. Килне таврăнсассăн тата нумай çул район больницинче ĕçленĕ. Çапла чăн-чăн медицина династийĕ теме пулать вĕсене. Феодосия Гавриловна, унăн хĕрĕсем Людмилăпа Галина, мăнукĕ Оля та хăйсен пурнăçĕсене медицинăпа çыхăнтарнă-çке.

Юлашкинчен çак кунсенче 65 çул тултарнă Людмила Дерягинана юбилей ячĕпе саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп медицина ĕçĕн ветеранне.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика