12 декабря 2012 г.
«Парăма вăхăтра тÿле те — лăпкă çывăр», — теççĕ халăхра.
Районти суд приставĕсен службин уйрăмĕнче тăрăшакансем парăмçăсен шутне чакарас тĕллевпе тăтăшах акцисем, рейдсем йĕркелеççĕ. Акă, паянхи кун «Çĕнĕ çула — парăмсемсĕр» акци пырать. Ăна районта раштавăн 31-мĕшĕччен ирттеретпĕр.
Парăм пуррипе çуккине район администрацийĕн е районти суд приставĕсен сайчĕсем çине кĕрсе пĕлме пулать.
Çавăн пекех алимент парăмĕсене тÿлеттерес тĕллевпе раштавăн 25-мĕшĕччен «Çĕнĕ çул килет киле — алимент часрах тÿле!» акци те иртет. Ун вăхăтĕнче суд пристав-исполнителĕсем парăмçăсен килĕсене те çитĕç, енчен те укçа-тенкĕ пулмасан пурлăхĕсене арестлĕç.
Источник: "Каçал Ен"