АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци иртет

12 декабря 2012 г.

Район территорийĕнче декабрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен «Автобус» операци иртет. Çак вăхăтра ГИБДД сотрудникĕсем шкулсенче, ача-пăча сачĕсенче пулса профилактикăлла тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Рейдсенче водительсемпе тĕл пулусем, калаçусем ирттеретпĕр. Кашни автобуса «ГЛОНАСС» тытăмĕпе тивĕçтернине тĕрĕслетпĕр. Çавăн пекех водительсене тахометр пулмаллине те асăрхаттарăпăр.

Районти водительсене 12 çула çитмен ачасем валли автокресло вырнаçтармалли çинчен те тепĕр хут аса илтеретпĕр. Раççейре машинăллă ашшĕ-амăшĕн 32 проценчĕ ăна илмен, туянасшăн та мар. Çакна чыла-йăшĕ вĕсем хаклă тесе сăлтавлать. Анчах та штраф виçи 500 тенкĕ пулнине шута илсен — ăна темиçе хут тÿличчен креслăшăн тăкакланни вырăнлăрах. Тепĕр тесен, çав хатĕрсем пĕр хут усă курмаллискерсем мар вĕт. Сирĕн ача çитĕнсен тăвансене те пама пулать.

Автокреслăна лартса шанчăклă çыхнă ача авари вăхăтĕнче вилмеллех суранланас хăрушлăх 2,5—3 хут чакать.

Хăрушсăрлăх пиçиххийĕ 12 çултан кĕçĕнрех ачасене пулăшмасть, сиен кÿме пултарать.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, ашшĕ-амăшĕн 22 проценчĕ транспорт хатĕрĕпе ачасене илсе çÿремелли ятарлă хатĕрсем усăллă тесе шутламасть. Ашшĕ-амăшĕн 16 проценчĕ вара ачасене алă çинче илсе çÿрени чи шанчăкли тесе çирĕплетнĕ.

Ача креслине вырнаçтармалли чи хăрушсăр вырăн — автомобилĕн хыçалти лар- кăчĕ çинче варринче. Чи хăрушши — пассажирăн малти ларкăчĕ.

Пĕр-пĕр шкул е ача сачĕ патне ирхине инспекторсене тăратас тăк — ачисене машинăсемпе леçекенсен пысăк пайĕн, пĕр 70—80 проценчĕн, креслăсем çукки каламасăрах паллă. Çăмăлттайланни инкек патне илсе ан çитертĕрччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика