12 декабря 2012 г.
Нумаях пулмасть ЧР агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев кăçалхи 11 уйăхри социаллă-экономикăлла аталанăвăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ял хуçалăхĕнчи лару-тăру лайăхлансах пырать. Аш-какай тата сĕт-çу туса илессин калăпăшĕсем, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ÿснĕ. Вăтам сăвăм кашни ĕнерен 4459 килогрампа танлашнă (пĕлтĕр — 4265 килограмм). Хуçалăхсенчи мăйракаллă шултра выльăхăн шутне сыхласа хăварнă. Çав вăхăтрах ял çыннисем килсенчи ĕнесен шутне сисĕнмеллех чакарнă. «Рассвет» ЯХПКра, «Урожай» колхозра аш-какай пĕлтĕрхипе танлаштарсан 115—124 процент туса илнĕ пулсан, хăш-пĕр хуçалăхсен ку кăтарту 60 процентпа çеç танлашать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 9446 тонна сĕт суса илнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 511 тонна нумайрах. Çав вăхăтрах районти 6 хуçалăхра пĕлтĕрхинчен чылай сахалрах сĕт сунă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче тата килти хуçалăхсенче сыснасен шучĕ кăштах чакнă.
Малалла «Урожай» колхоз председателĕ А.Н.Ершов, АПК ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ В.П.Николаев, союзăн членĕсем Г.Ф.Волков, Е.И.Карпеев, Г.Г.Апраков тухса калаçрĕç. Вĕсем аграри секторĕн паянхи аталанăвне аван тесе хакларĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.
В.П.Николаев АПК ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн ячĕпе В.А.Белков, Г.Г.Апраков, В.Г.Портнов, Е.И.Карпеев, М.Г.Шарафутдинов ветерансене тата «Слава картофелю» агрофирмăн ертÿçине Х.С.Идиатуллина çуралнă кунĕсемпе саламларĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.
Юлашкинчен савăнăçлă лару-тăрура «Урожай» колхозăн председательне А.Н.Ершова АПК ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн членне йышăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"