22 мая 2013 г.
Майăн 20-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ çумĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем пуçланчĕç. Кăçалхипе вĕсем 45-мĕш хут иртеççĕ.
Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов, Афган вăрçин ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ Виктор Гаврилов, шкул директорĕсем, физкультурăпа ОБЖ предмечĕсене вĕрентекенсем пухăнчĕç.
Вăйăсен пĕрремĕш кунĕнчех «Яштак та кĕрнеклĕ — хисепе тивĕçлĕ» конкурс йĕркелерĕç. Вăл 5 тапхăртан тăчĕ: юрăпа тата унсăрăн стройпа утасси, командăсене пурнăçласси тата ытти те. Унăн тĕп судйи — Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов подполковник. «Çамрăк армеецсем мероприятие тăрăшса хатĕрленнĕ. Çакăнта туслăх, патриот туйăмĕ те çирĕпленет», — палăртрĕ Сергей Юрьевич, пирвайхи конкурса пĕтĕмлетсе.
«Кăçалхи çарпа спорт вăййисем 5 куна тăсăлаççĕ. Патшалăх укçи-тенкине те ытти çулхисенчен ытларах уйăрнă. Çавăнпа та ăна ирттерме кăткăс ыйтусем сиксе тухмĕç», — терĕ çарпа спорт вăййисен командующийĕ Анатолий Филиппов, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн çумĕ.
М.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"