12 декабря 2012 г.
Кашни эрнере ирттерекен мониторингăн кăтартăвĕсем тăрăх, районти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта регистрациленĕ ĕçсĕррисен шучĕ, иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, ÿснĕ. Декабрĕн 10-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту 57 çынпа танлашать. Ĕçсĕрлĕх шайĕ — 0,36 процент.
Çулталăк пуçланнăранпа центра ĕç шыраса 1128 çын килнĕ, юлашки эрнере — 9-ăн. Центр пулăшнипе кăçал ĕçе вырнаçнисен шучĕ 985 çынпа танлашать.
Декабрĕн 10-мĕшĕ тĕлне районти 34 организаци пурĕ 118 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ. Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ (кашни ваканси пуçне ĕçсĕр миçе çын лекни) — 0,48 единица. Районта тулли мар ĕç кунĕпе ĕçлекен организацисем çуккине палăртмалла.
Источник: "Каçал Ен"