12 декабря 2012 г.
Чăваш Енре универсаллă электрон карттине илес текенсенчен заявленисем йышăнаççĕ. Çакна «Медицина информацийĕпе аналитика центрĕ» бюджет учрежденийĕнче (Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 112) тата Перекет банкĕн виçĕ уйрăмĕнче (И.Яковлев проспекчĕ, 3а; Октябре 50 çул урамĕ, 17а; К.Маркс урамĕ, 52) пурнăçлаççĕ.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче республика çыннисенчен универсаллă электрон карттисене илме 10 заявлени килнĕ. «Патшалăх тата муниципаллă пулăшусене йĕркелесси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн заявленисене 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çеç официаллă майпа йышăнма пуçлаççĕ.
Палăртмалла: шăп ноябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ «Универсаллă электрон картти çинчен» саккунăн проектне иккĕмĕш вулавра йышăннă. Перекет банкĕ — çак проекта пурнăçа кĕртессине активлăн хутшăнакансенчен пĕри. 2013 çулта 1 пин ытла универсаллă электрон картти кăларма палăртнă.
Карттăна хатĕрленĕ чухне граждансем хăйсем килĕшнине палăртмасăр вĕсен даннăйĕсемпе усă курма çук. Карттăна ятарлă ПИН-код сыхлать. Ăна унăн хуçи çеç пĕлет.
Универсаллă электрон карттисене Раççейре килес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тÿлевсĕрех пама пуçлаççĕ. Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, УЭКа илме заявлени çырманнисене тата карттăна илме хирĕç пулни çинчен пĕлтерменнисене 2014 çултан пуçласа ăна парĕç. Граждансем УЭК илнĕ хыççăн та кирек хăш вăхăтра ăна каялла тавăрса пама пултараççĕ. Çакна валли «Медицина информацийĕпе аналитика центрне» заявлени çырмалла.
Хальхи вăхăтра УЭКпа пилотлă 5 регионта — Аçтăрхан, Волгоград облаçĕсенче, Пушкăртстанра, Тутарстанра, Краснодар крайĕнче — усă кураççĕ. 5 пин çын карттăна илнĕ те ĕнтĕ.
Патшалăх универсаллă электрон карттисене хÿтĕлес ыйтăва та тимсĕр хăварман. 2006 çулта йышăннă «Персоналлă даннăйсем çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн даннăйсемпе ĕçленĕ чухне çын прависемпе ирĕкĕсене пăсмалла мар. УЭКăн хÿтĕлев системи банк карттиннинчен лайăхрах. Ăна аппаратлă тата программăллă хÿтĕлев мелĕсемпе тивĕçтернĕ. Карттăна çухатсан ун вырăнне дубликат илме май пур.
Аса илтеретпĕр: УЭКпа тĕрлĕ патшалăх тата муниципаллă пулăшусемпе усă курма, ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн, çыхăнушăн тÿлеме, магазинта тавар туянма тата ытти те пулать.
Источник: "Каçал Ен"