АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тĕллевпе ĕçленине ним те çитмест

12 декабря 2012 г.

Светлана Зубарева Россия Федерацийĕн Перекет банкĕн Комсомольски уйрăмĕнче ĕçлет. Вăл — управляющи çумĕ. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлать.

— Ĕçлеме пĕтĕм услови пур. Коллектив туслă, умра тăракан задачăсене пурнăçлама чăрмав çук. Ĕмĕт — ĕçе тата та лайăхлатса пырасси. Пирĕнпе ĕçлĕ çыхăну тытакансен йышĕ татах та ÿсессе шанас килет. Эпир районти çынсен пурнăçне лайăхлатса пыма пирĕнтен мĕн кирлине тума хатĕр. Акă кăçал электронлă черете хута ятăмăр. Çавăнпа та клиентсем черетсĕр кĕрсе каймаççĕ. Кăмăл та пăсăлмасть, йĕрке те пур, — терĕ Светлана Тарасовна.

Ĕçне кура — хисепĕ-сумĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ун çинчен коллективрисем, клиентсем ырă сăмахсемпе кăна калаççĕ. С.Зубарева — опытлă наставник. Вăл вĕрентнĕ специалистсем халĕ пай начальникĕсенче тăрăшаççĕ.

Юратман ĕçре, паллах, савăнăç та, çитĕнÿ те çук. Хăй çулне тупнă çыншăн вара пачах урăхла, ĕç уншăн кану евĕрлех. Ывăнмасть вăл. Ыттисене те лайăх енĕпе тĕслĕх кăтартать.

«Ман çитĕнÿ — хампа пĕрле ĕçлекенсен пулăшăвĕнче. Пĕрлешсе пĕр тĕллевпе ĕçленине нимĕн те çитмест», — пĕлтерчĕ банк ĕçченĕ.

Çакна тĕпе хурса тимлеççĕ те ĕнтĕ Перекет банкĕн ĕçченĕсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика