АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

18 мая 2013 г.

Майăн 17-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 1164 гектар çĕр улми лартнă, çав шутра «Слава картофелю» агрофирмăра — 270 гектар, «Урожай» колхозра — 105 гектар, «Дружба», «Рассвет» ЯХПКсенче, «Комсомольские овощи» агрофирмăра — 100-шер гектар.

Пĕр çул ÿсекен курăксене 1724 гектар çинче акнă. Ку енĕпе уйрăмах «Дубовка» ОООра (180 гектар), «Урожай» колхозра (152 гектар), «Слава» (148 гектар), «Труд» (146 гектар) ЯХПКсенче ĕçлекенсем хастар.

Пурĕ 45 гектар çинче кукуруза акнă, çав шутра 30 гектар — «Искра» колхозра, 15 гектар — «Золотой колос» ОООра. «Слава картофелю» агрофирмăра (277 гектар) тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче (100 гектар) рапс акса хăварнă. «Труд», «Восток», «Рассвет» ЯХПКсенче 10-шар гектар çинче выльăх кăшманĕ акнă.

Хальхи вăхăтра районта ял хуçалăх культурисене сиенçĕсенчен сыхлас тĕллевпе им-çамлас ĕç пырать. Ăна 207 гектар çинче пурнăçланă. Хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсене аса илтеретĕп: çу уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсем çинче питĕ нумай уй пăрçи пулнине тупса палăртнă. Шăрăх çанталăкра çак сиенçĕ тата та нумайланса çурхи культурăсем, уйрăмах урпа çине куçма, çапла майпа хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çу уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче вара кĕрхи культурăсем çинче хир хăнкăлисем курăнма пуçланă. Çавăнпа та çак сиенçĕсем тухăç çине япăх витĕм кÿресрен вĕсемпе вăхăтра кĕрешме пуçлар.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика