18 мая 2013 г.
Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ — чи çутă та таса, пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Çумра мăшăр, ача-пăча пурри пысăк телей-çке. Уйрăмах çак кун çемьепе пĕрле пухăнса, шăкăл-шăкăл калаçса савăннине мĕн çиттĕр;
«Çемье, атте-анне килĕ — кашни çын кун-çулĕн никĕсĕ. Çемьере çеç çын чăн-чăн юратупа ăнлану, пĕр-пĕрне хисеплени тата пулăшса пыни пурнăçра мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине туйса ÿсет. Паян чăннипех те пысăк уяв. Шел, тăлăх çитĕнекенсем те пур çав. Апла пулсассăн Раççейре, Чăваш Енре пурăнакан кашни ача çемьере çитĕнме пултартăр», — терĕ уява уçнă май район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов. Пухăннисене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ В.Н. Гаврилов, районти опекăпа попечительлĕх секторĕн заведующийĕ Т.Н.Галзанова ăшшăн саламларĕç.
Уява тĕрлĕ ялсенче пурăнакан çемьесем, районти «Пучах», «Пилеш» ача сачĕсене çÿрекенсемпе шкул ачисем хастар хутшăнчĕç. Ачасем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç. Ласточкинсем, Константиновсем, Макаровсем, Петровсем шурă шарсем çине фломастерсемпе çемье гербĕсене ÿкерчĕç. Кашнин гербĕ хăйне евĕрлĕ интереслĕ, илемлĕ пулса тухрĕ. Çемьесем асфальт çинче хăйсене ÿкерчĕç: ачасем — ашшĕ-амăшне, вĕсем — ачисене.
Савăнăçлă уява тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнăскерсене хăйсен хÿттине илнĕ çемьесем хутшăннине уйрăммăн палăртса хăварас килет. Чылайăшĕ пĕрне çеç телей парнелемен, пĕр тăвансене уйăрмасăр пурне те çемьене илнĕ. Вĕсене хăйсен пепкисене юратнă пек юратаççĕ, кирлĕ воспитани парса çитĕнтереççĕ. Районта çакăн пек ачасене чун-чĕре ăшшине шеллемесĕр пăхса ÿстерекенсем сахал мар. Лайăх та çирĕп çемьере çеç ачасем таврари тĕнчене кирлĕ пек хакласа йышăнма, ăслăн шухăшлама тата йывăрлăхсене çĕнтерме, ырра ырăпа тавăрма, унпа пĕрлех — телейлĕ пулма, çывăх çынсене хисеплеме вĕренсе ÿсеççĕ. Çемье тупнă тĕпренчĕксем чăннипех те телейлĕ. Вĕсен питĕнче йăл-кулă çиçет, савăнăç хĕлхемĕ тапса тăрать. Çумра атте-анне, аппасемпе тетесем пурри — телей, пуянлăх. Кашни çемьерех тăнăçлăх, юрату пултăрччĕ.
А.АНТОНОВА.