АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тракторсене тĕрĕслетпĕр

18 мая 2013 г.

 

Майăн 6—26-мĕшĕсенче районта, пĕтĕм республикăри пекех, «Частник» профилактика операцийĕ иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ — тракторсемпе, прицепсемпе тата ытти техника хатĕрĕсемпе çирĕплетнĕ требованисене тĕпе хурса усă курнине тĕрĕслесси. Операци вăхăтĕнче уйрăм çынсем хăйсен техника хатĕрĕсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнипе кăларманнине, трактористсен кирлĕ категориллĕ удостоверени пуррипе çуккине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Палăртмалла: районти техника хатĕрĕсен 44 проценчĕ — уйрăм çынсен аллинче: 338 трактор тата 115 трактор прицепĕ. 2012 çулта уйрăм çынсен 50 проценчĕ çеç хăйсен тракторĕсене патшалăх тĕрĕс-левĕ витĕр кăларнă. Юсавсăр е йĕркерен тухнă техникăпа çула тухакансем те чылайăн. Апрелĕн вĕçĕ тĕлне уйрăм çынсен 86 тракторĕ, 27 прицепĕ çулсерен иртекен техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.

Операци вăхăтĕнче йĕркене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе рейдсем иртеççĕ. Вĕсене ытти районсен инспекторĕсем те хутшăнаççĕ.

С.КОКАРЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика