18 мая 2013 г.
Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕ «Эпĕ тата суйлав» темăпа хатĕрленĕ творчество ĕçĕсен конкурсне ирттерет. Конкурса 1—11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Çÿлерех асăннă темăпа хатĕрленĕ ĕçсене 2013 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕччен Чăваш Республикинчи тĕп суйлав комиссине ярса памалла.
Конкурса çак ĕçсем хутшăнаççĕ:
— 1—4-мĕш классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсем;
— 5—8-мĕш классенче вĕренекенсен сочиненийĕсемпе сăввисем;
— 9—11-мĕш классенче вĕренекенсен видеороликĕсемпе презентацийĕсем.
Тĕплĕнрех 62-12-38 телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.