15 мая 2013 г.
Çанталăк ăшăтнине кура май—июнь уйăхĕсенче сăвăссем ĕрчеме пуçлаççĕ. Çавна май çак вăхăтра вăрмана çÿрессинчен пăрăнмалла. Унта кайрăн пулсассăн, сăвăс лекесрен асăрхан. Кирлĕ тум-тир тăхăн, пуçа тутăр çых. Киле таврăнсан та ÿт-пĕве тĕрĕслемелле. Сăвăс ытларах пуç çинче, хăлха айккинче, алă, ура хутламĕсем çинче хăйне валли вырăн тупать.
Çын çине лекнĕ сăвăс ÿт çумне çыпçăнать те тÿрех юн ĕмме пуçлать. Хăйĕн сурчăкĕпе организма тĕрлĕ инфекци микробĕсене лектерме пултарать. Вĕсенчен чи хăрушши — сăвăс энцефаличĕ. Чир 1—3 эрнерен çеç палăрма пуçлать. Чирлĕ çын хăсать, пуç ыратать, шăнтать, ÿт температури хăпарать.
Ÿт çине лекнĕ сăвăса кăларнă вăхăтра питĕ асăрхануллă пулмалла. Çав вырăна ÿсентăран е олива çăвĕпе сĕрмелле. Кăштах вăхăт иртсен сăвăса пинцетпа çаклатса майĕпен çавăрса кăлармалла. Кайран вара çак вырăна йодпа сĕрмелле.
Сăвăса кăларнă хыççăн тухтăр патĕнче тĕрĕсленмелле.
Н.СЕРГЕЕВА.