15 мая 2013 г.
Майăн 8—10-мĕшĕсенче Шупашкар — Çĕрпÿ — Канаш — Комсомольски — Патăрьел — Шăмăршă — Чĕмпĕр маршрутпа Аслă Çĕнтерĕве 68 çул çитнине халалласа авточупу иртрĕ.
Раритетсен шутне кĕртнĕ автомашинăсен колонни майăн 8-мĕшĕнче Комсомольскине çитсе кĕчĕ. Авточупăва пурĕ 8 автомашина хутшăнчĕ. Вĕсенчен чи кивви — 1953 çулта туса кăларнă М-20 «Победа». Çавăн пекех район çыннисем ГАЗ-14, ГАЗ-67, ГАЗ-69 тата ытти машинăсене курса киленме пултарчĕç. Чылайăшĕ çакăн пек кивĕскерсем халĕ те инçе çула тухма пултарнинчен тĕлĕннине пытармарĕ.
Авточупăва хутшăнакансем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă Мухтав обелискĕ патне чечек çыххисем хучĕç.
Автомашинăсем малалла Патăрьел еннелле çул тытрĕç.
Н.Калашникова.