АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсене тав сăмахĕ калама ĕлкĕреесчĕ…

15 мая 2013 г.

 

Район çыннисем Аслă Çĕнтерÿ уявне çулсеренех чаплăн та анлăн паллă тăваççĕ. Акă, кăçал та майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ 68 çул çитнине уявлама вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, шкул ачисем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, хăнасем район центрне пуçтарăнчĕç.

Савăнăçлă уява район пуçлăхĕ Евгений Карпеев уçрĕ. Вăл чĕрене витермелле сăмахсемпе район çыннисем те Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Владимир Степанов, «Кĕтне» ентешлĕхĕн председателĕ Александр Капитонов, ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов, Афган вăрçин ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ Виктор Гаврилов салам сăмахĕсем каларĕç.

«Çĕнĕ ăрăва телейлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр», — терĕç вĕсем ветерансене ырлăх-сывлăх сунса.

Ун хыççăн митинга хутшăннисем вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Малалла çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Ăна яланхи пекех ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ ертсе пычĕ. Шкул ачисем ветерансем умĕнче мăнаçлă туйăмпа юрăпа та, маршпа та çирĕппĕн утса иртрĕç.

Каярахпа район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем вăрçăра пуç хунă паттăрсене чысласа Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне тата пуçĕсене хунă Совет Союзĕн паттăрĕсен Федор Черновăн, Иван Кабалинăн, Геннадий Габайдуллинăн, Георгий Черновăн, Константин Антоновăн бюсчĕсем патне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Комсомольски ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем тата «Мишар» ансамблĕн артисчĕсем митинга пухăннисене юрă-ташăпа савăк кăмăл парнелерĕç.

Çав кунах райцентра пухăннисем районти «Çĕр тата çынсем» музее те çитсе курчĕç. Унта В.П.Галошевăн «Мир мифов чувашского народа» куравĕпе, «Вспомним всех поименно» выставкăпа паллашрĕç.

Районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсем вара «Помним, славим, гордимся!» кĕнекесен выставки йĕркелерĕç. Кĕçĕн çулхи ачасем асфальт çинче ÿкерсе «Пусть всегда будет мир!» конкурса хутшăнчĕç, ÿкерчĕкĕсемпе ашшĕ-амăшне савăнтарчĕç.

Асанкасси стадионĕнче палăртнă вăхăта спорта тата физкультурăна кăмăллакансем, футбола юратакансем пухăнчĕç.

Çĕнтерÿ кунĕн уявĕ çÿлти шайра иртрĕ темелле. Паянхи кун районта çамрăк ăрăва телейлĕ пурнăç парнелекенсенчен 40-шĕ пурăнать. Шел пулин те, вĕсен шучĕ çулран-çул чаксах пырать. Çавăнпа та паттăрсене тав сăмахĕ калама ĕлкĕреесчĕ, пуç таясчĕ...

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика