08 мая 2013 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ «Анлă хутшăнусен майĕсен шыравĕ» Японипе Раççей форумне хутшăннă. Унта Японин премьер-министрĕ Синдзо Абэ, Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов тата Японипе Россия представителĕсем пулнă.
Японипе Россия хушшинчи экономика хутшăнăвне аталантаракан чи анлă мероприятисенчен пĕри иртет, ку историнче çĕнĕ тапхăр пуçламăшĕ пулнине палăртнă Синдзо Абэ премьер-министр хăйĕн калаçăвĕнче. Раççей Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Игорь Шувалов палăртнă тăрăх, Раççей Япони çĕр-шывĕпе çыхăну тытассине пысăк тимлĕх уйăрать. Форумра Раççей ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç промышленноçĕн аталанăвĕн, яппунсен экологи хула строительствинчи малашлăха хатĕрленĕ çĕнĕлĕхсемпе, онкологи чирĕсен диагностикинчи тата сиплевĕнчи опытпа паллашассине, асăннă сферăсенче икĕ еншĕн те туслă çыхăнăва йĕркелессине сÿтсе явнă.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Синдзо Абэ премьер-министрпа хутшăннă май, Çĕнĕ Шупашкар хулинче хыт каяшсен полигонĕ пирки сăмах хускатнă.
Источник: "Каçал Ен"