АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни тĕрĕс çулпа уттăр

08 мая 2013 г.

Майăн 7-мĕшĕнче Россия Федерацийĕнче ĕç тăвакан уголовлă инспекци туса хунăранпа 94 çул çитрĕ. Пуçласа 1919 çулта РСФСР юстицийĕн Халăх Комиссариачĕ йĕркелесе пынипе кĕпĕрнесемпе облаçсенче вăйпа ĕçлеттерес енĕпе (суд йышăнăвĕпе) ятарлă бюросем пулнă. Халĕ вара суд çынна ĕçлесе юсанма йышăну кăларсан ĕç тăвакан уголовлă инспекци çакна тĕрĕслесе, йĕркелесе пырать.

Преступлени çулĕ çине тăнăскерсемпе чылай ĕç пурнăçламалла: пурăнакан вырăна çитмелле, тĕрĕслемелле, вăхăтра профилактика мероприятийĕсем ирттермелле, ĕç вырăнĕ тупса памалла. Суд тенкелĕ çине ларнă граждансене тĕрĕс çул çине тăма пулăшмалла. Районти ĕç тăвакан уголовлă инспекци начальникĕ В.Х.Денисов палăртнине вăхăтра пурнăçлас, айăплисене пулăшас тесе тимлет. Инспекцин кварталти, çулталăкри кăтартăвĕсем япăх мар, çакна цифрăсем те çирĕплетеççĕ.

«Майăн 1-мĕшĕ тĕлне условлă майпа айăпланнă 50 гражданин ĕçĕ — пирĕн инспекцинче. Вĕсене тăтăшах тĕрĕслет-пĕр. Кашни кварталтах районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле «Условник» операци йĕркелени те пысăк витĕм кÿрет. Рейд вăхăтĕнче ял тăрă-хĕсенчи тĕрлĕ ялсенче пулнă, учетра тăракансене, çул çитмен çамрăксене тĕрĕсленĕ.

Учетра тăракансенчен хăшĕ-пĕри чăнах та ÿкĕнет, тĕрĕс çул çине тăрас тесе тăрăшать. Теприсем ĕçеççĕ, хирĕçеççĕ, преступлени тăваççĕ. Кун пек чухне вара ирĕксĕрех кирлĕ мерăсем йышăнма тивет. Йăнăшне ăнланса тĕрĕс çул çине тăракансем те пур. Хăйсене лайăх енчен тытакансене вăхăт çитмесĕрех учетран кăларатпăр. Пĕлтĕр кун пек пĕр тĕслĕх пулнă. Çав вăхăтрах вара суд йышăнăвне пурнăçламан 3 гражданин тĕлĕшпе тĕрĕслев вăхăтне тăснă.

«Районта электрон браслетпа çÿрекен те пур. Ăна тăхăнаканăн режима пăхăнма тивет», — тет Валерий Христанович ĕçпе паллаштарнă май.

Тĕрлĕ сăлтава пула çынсем суд тенкелĕ çине лараççĕ. Апла пулин те йăнăшне вăхăтра ăнланакансем тĕрĕс çул çине тăни паха.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика