08 мая 2013 г.
Пирĕн умра 1956 çулхи пуш уйăхĕнче тунă сăн ÿкерчĕк. Унта — республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсен канашлăвне Комсомольски районĕнчен хутшăннă çынсем. 21 çынран 15-шĕ — вăрçă участникĕсем. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнче юхăннă хуçалăхсене çĕклеме сахал мар вăй хунă.
Сăн ÿкерчĕкри çынсене ятран асăнса тухни те вырăнлă пулĕ тетĕп.
Пĕрремĕш ретре сулахайран сылтăмалла: Николай Степанович Квасов, «Заря» (Сталин ячĕллĕ) колхоз председателĕ. Гариф Каримович Каримов — МТС директорĕ. Павел Николаевич Николаев — парти райкомĕн 1-мĕш секретарĕ. Константин Степанович Соловьев — райĕçтăвком председателĕ. Анастасия Матвеевна Агапова — тĕп зоотехник. Галяльдин Хисамутдинович Хисамутдинов — «Гвардеец» колхоз председателĕ.
Иккĕмĕш рет: Павел Яковлевич Яковлев — «Красная звезда» колхоз председателĕ. Михаил Сергеевич Карошин — Киров ячĕллĕ колхоз председателĕ. Василий Семенович Харитонов — «Родина» колхоз председателĕ. Григорий Владимирович Боровков — Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕ. Сергей Кириллович Совин — «Спутник» колхоз председателĕ. Алексей Иванович Волков — Ворошилов ячĕллĕ колхоз председателĕ. Сенат Алиуллович Алиуллов — «Дружба» колхоз председателĕ.
Виççĕмĕш рет: Порфирий Романович Карпов — «Гигант» колхоз председателĕ. Давыд Александрович Акчурин — «Красный Октябрь» колхоз председателĕ. Алексей Никифорович Никифоров — «Нива» колхоз председателĕ. Николай Васильевич Бровин — «Красный маяк» колхоз председателĕ. Федор Игнатьевич Медведев — «Знамя коммунизма» колхоз председателĕ. Митрофан Иванович Герасимов — «Луч» колхоз председателĕ. Федор Арсентьевич Малышев — Жданов ячĕллĕ колхоз председателĕ.
Сăн ÿкерчĕкри çынсенчен ытларах ят-сум илнисем çаксем: С.А.Алиуллов, «Дружба» колхоза 1944—1982 çулсенче ăнăçлă ертсе пынă. Колхоз экономики вăйлă ÿснĕ. Ăна 1971, 1975 çулсенче ЧАССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă. Вăл — ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ленин, Октябрьти революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ.
Валентин Михайлович Краснов Улатăрти заводран 30 пинлисен шучĕпе ĕçлеме килнĕ. Малтан «Ленинская победа» колхоз председателĕнче ĕçле-ме пуçланă, ял Советне кĕрекен «Правда», «Искра», Киров ячĕллĕ тата «Ленинская победа» колхозсене пĕрлештерсе «Россия» колхоз туса хурсан, районти çак чи пысăк хуçалăха 1955—1981 çулсенче ăнăçлă ертсе пынă. Ăна ЧАССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Давыд Александрович Акчурин «Красный Октябрь» колхоза 1937—1959 çулсенче ертсе пынă, колхоза малтисен ретне кăларнă. Колхоза «Красная звезда» хуçалăхпа пĕрлештернĕ хыççăн вăл 1960—1965 çулсенче председатель заместителĕ пулса ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче колхоз оборона фондне тырă хывас енĕпе лайăх ĕçленĕ, колхоза республикăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Председательте нумай çул ĕçленĕ май унăн тĕш-тырă саппасĕ сахалах пулман. Вăл ăна сутса пуйма та пултарнă. Ытлашшине пĕтĕмпех, 200 пăт ытла, оборона фондне хывнă. Чылай наградăсене тивĕçнĕ.
Вăхăт малаллах шăвать. Сăн ÿкерчĕкри çамрăк пуçлăхсемпе специалистсенчен паянхи куна иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ: П.Н.Николаев, 1919 çулта çуралнă, вăрçă участникĕ, тепри — С.К.Совин, 1927 çулта çуралнă, чи çамрăк вăрçă участникĕ. Сăн ÿкерчĕкри кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, историйĕ. Çĕнтерÿ кунĕ çитнĕ май, вĕсене аса илни ытлашши пулас çук.
Р.РУБИН.
Источник: "Каçал Ен"