08 мая 2013 г.
Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче тыл ĕçченĕсем темĕнле йывăр пулсан та, çапăçакан çарсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă. Тыл чăннипех иккĕмĕш фронт пулнă.
Самолет эскадрилйисем, танк колоннисем тума пур-çук укçине парса Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
«Комсомол Чувашии» самолетсен эскадрилйине, «Колхозник Чувашии» танк колоннине тата ытти çар техникисем тума пирĕн район çыннисем 2 миллион тенке яхăн укçа пухса панă.
Тĕслĕхрен, «Красная Чувашия» хаçат 1943 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче «Красное Сормово» колхоз ĕçченĕсем Чкаловски районти РОКК ячĕллĕ колхозри комсомолецсемпе çамрăксен пуçарăвне ырласа «Комсомол Чувашии» самолет эскадрилйине тата «Колхозник Чувашии» танк колоннине тума халăх пухăвĕнчех укçа хывма кăмăл туни çинчен пĕлтернĕ. Хаçатра вĕсене ятранах асăнса чыслать. Камсем пулнă-ха вĕсем: Петр Архипов — 2000 тенкĕ, Андрей Баранов — 1000 тенкĕ, Яков Силанов — 1500 тенкĕ, Илья Кошкин — 1000 тенкĕ, Иустиния Владимирова — 1000 тенкĕ, Августиния Архипова — 1000 тенкĕ, Таисия Шатова — 1000 тенкĕ, Александра Федотова — 1000 тенкĕ, Николай Тимофеев 2000 тенкĕ, В.А.Воронцова — 1000 тенкĕ, Аркадий Башкиров — 1000 тенкĕ, Раиса Петрова — 1000 тенкĕ, Лаврентий Майков — 1000 тенкĕ, Николай Майков — 500 тенкĕ...
Асăннă патриотсенчен нумайăшĕ халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Ачисем, мăнукĕсем вĕсемпе мухтанма тивĕç.
Шкул ачисем «Юный патриот» самолет тума укçа пухнă. Кивĕ хутсем, çĕтĕк-çатăк, шăмă пухса тунă укçана çар техники валли хывнă. Ку ĕçре Çĕнĕ Мăрат ачисем активлăх кăтартнă.
Рев. МОИСЕЕВ.
Источник: "Каçал Ен"